Вторник, 8 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шухăшсем…

Шухăшсем…

Шухăшран хăвăртти нимĕн те çук.

Шухăш вăл — шыв вылянчăкĕ.

Шухăшлă çыннăн ыйхи кĕске.

Ултав çĕр çулпа, чăнни пĕр çулпа утать.

Кỹршĕ чăххи ялан хур ами пек курăнать.

Час çиленекен çын час ватăлать.

Çыннăн ĕçĕ яланах çăмăл.

Тĕрĕссине калакан тăванне те юрайман.

Черкке малтан ташлаттарать, кайран çапăçтарать.

Эрех — сĕтел çинче, ăс — сĕтел айĕнче.

Пăсăлсан — тỹрленме йывăр.

Çакă çутă тĕнчере кашни хăйĕн куркинчен ĕçет.

Вут тухсан тин çăл чавмаççĕ.

Пуррине — упрамалла, çуккине — тупмалла.

Пуррипе çырлах, лайăххи патне талпăн.

Укçана тытма пĕлмелле: пушă тытсан тухса ỹкет, хытă тытсан — кăшкăрать.

Нимĕн те çухатусăр мар.

Пуяннин хăйĕн хуйхи, чухăннин — хăйĕн.

Сывлăхлă чухăн укçаллă пуянран телейлĕрех.

Сывлăх — чи хаклă пурлăх.

Н.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code