Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ГЭС проекчĕсен ăсти

ГЭС проекчĕсен ăсти

Инженер-гидротехник, техника наукисен кандидачĕ (1973), доцент (1981), Фархад, Аксун, Нуакар, Пайтак, Кăнтăр Фергана ГЭСĕсен проектировщикĕ, Каршинти тата Голодностепри автоматизациленĕ насус станцийĕн проекчĕсен тĕп инженерĕ Василий Петрович СУДАКОВ (20.09.1925-8.4.1997) çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.

1934 çулта Судаковсен çемйи Тỹскел ялĕнчен хальхи Йĕпреç округĕнчи Смычка поселокне куçса кайнă. 1940 çулта, 7 класс хыççăн, вăл Патăрьелти педучилищĕне вĕренме кĕрет. Çар комиссариачĕ 17 çулхи çамрăка Мускаври 2-мĕш пулемет училищине (1942) ярать. 1943 çулхи июль уйăхĕнчен — 3-мĕш гварди танк армин Воронеж, 1-мĕш Украина фрончĕсенче. Виçĕ хутчен аманнă. Госпитальсенче сипленнĕ тапхăрта экстерн майĕпе педучилищĕне пĕтерет. 1951 çулта Ташкентри ирригаци тата ял хуçалăх механизацийĕн ГЭС строительствин факультечĕн дипломне илнĕ. «Средазгипроводхлопок» институтĕнче инженер-проектировщик, проектсен тĕп инженерĕ, ăслăлăхпа тĕпчев пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. 1952-1994 çулсенче унтах — ассистент, аслă преподаватель, доцент, шыв энергийĕпе тата насус станцийĕсемпе усă курассин кафедра ертỹçи.

Василий Петрович гидротехника строительстви енĕпе меслетлĕх комиссийĕн председателĕ, «Гидротехническое строительство в Узбекистане» наука изданийĕн редколлеги членĕ пулнă. Вăл — 15 пичет ĕçĕн, 22 наукăпа техника отчечĕсен, ăслăлăхпа информаци инструкцийĕсен, методика кăтартăвĕсен, ăнлантару хучĕсен авторĕ.

Василий Судакова I степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», СССР тата Узбек ССР ВДНХ медалĕсемпе, Узбек ССР Компартин Тĕп Комитечĕн, Узбекистанăн Аслă Канаш Президиумĕн тата Министрсен Канашĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Ăна Ташкент хулинче пытарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code