Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Субсиди параççĕ

Субсиди параççĕ

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви аш-какай валли сурăх (качака) тытакансене субсиди парать.

Заявкăсене сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 25-мĕшĕччен пама юрать. Субсидие ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене сурăх (качака) пăхма е аш-какая ăсатма тăкакланнин пĕр пайне саплаштарма параççĕ. Чăваш Ен территорийĕнче аш-какая вырнаçтарнă чĕр чунăн кашни килограмне шута илеççĕ. Субсидие аш-какай продукцийĕ хатĕрлекен юридици тытăмĕ е уйрăм предприниматель илме пултарать. Çакă харпăр хăй хуçалăхне тытакансене тата ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене пырса тивет. Информаципе тĕплĕнрех Патшалăх финанс пулăшăвĕпе тивĕçтерекен мерăсен порталĕнче паллашма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code