Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Штраф тỹлеттереççĕ

Штраф тỹлеттереççĕ

— Тискер кайăксене автомашинăпа таптаса вĕлернĕ тĕслĕхсем нумай тĕл пулаççĕ. Чĕр чуна таптанăшăн водителе штраф тỹлеттереççĕ-и?

Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин пай пуçлăхĕ Анатолий Павлов çапла хуравлать:

— Саккунпа килĕшỹллĕн тискер чĕр чуна автомашинăпа çапса хăварнăшăн водителе штраф тỹлеттереççĕ. Патшалăха сиен кỹнĕшĕн унăн штраф тỹлемелле. Пăшие таптанăшăн — 80 пин тенкĕ, пăланшăн — 40 пин тенкĕ, хир сыснишĕн — 30 пин тенкĕ, мулкачшăн 1 пин тенкĕ тỹлеттереççĕ. Енчен те ОСАГО пулсан, тăкака страхлав компанийĕ саплаштарать, анчах автомашинăна юсама водителĕн хăйĕн укçи-тенкине тăкаклама тивет. Страховка пулмасан штраф укçине водительтен шыраса илеççĕ.
Асăрхаттаратпăр: авари пулнă вырăнтан пăрахса кайма юрамасть, çакăншăн водитель правине туртса илме пултараççĕ е административлă майпа явап тыттараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code