Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял çынни хăтлăхшăн

Ял çынни хăтлăхшăн

Яманчỹрелсем хăйсем пурăнакан территорие тирпейлĕхре, хăтлăхра тытассишĕн çулсерен тăрăшаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассине вĕсем хăйсем çине илнĕ.

Кунта округри ялсенчен чи малтан тенĕ пек урамсенчи шыв пăрăхĕсене улăштарма пуçланă. Виçĕ çул хушшинче 2,6 километр çĕнетнĕ. Палăртнă ĕçе 2026 çулта вĕçлес тĕллевлĕ. Сумми те пĕчĕк мар — 2 миллион та 201 пин тенкĕ. Çавăн пекех çул-йĕр ыйтăвне те татса парасшăн вĕсем, Лесная урамĕнчен пуçласа «Çĕрпỹ-Ульяновск-Яманчỹрел» автоçул таран асфальт сарма шутлаççĕ. 750 метра 4276191 тенкĕ тăкакланĕ.

Ял халăхĕн пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Рахмуллин директор ертсе пыракан «Яманчурино» сахал яваплă общество правленийĕ те пысăк тимлĕх уйăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code