Понедельник, 17 ноября, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх Олег Николаева шанать

Халăх Олег Николаева шанать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев:

«Суйлав участокне килсе е дистанци мелĕпе Республика Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнса хăйсен шухăш-кăмăлне палăртнă çынсене чун-чĕререн тав тăватăп. Сирĕн пысăк хастарлăх республика пуласлăхĕшĕн тăрăшнине, гражданла яваплăха туйнине çирĕплетет. Маншăн кашни сасă, кашни позици пĕлтерĕшлĕ. Суйлав конкурентлă, тĕрĕс, уççăн иртни пирĕн региона малашне те шанчăклăн аталанма май парать. Çакă пирĕн пĕрлехи çĕнтерỹ, Чăваш Енĕн аталанăвĕн никĕсĕ. Пĕрле эпир малашне те вăйлă, ку чухнехи тата хăтлă пурнăç тăвăпăр».

Сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче иртнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене палăртса Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕ çапла пĕлтернĕ: хăйне хăй тăратнă кандидатшăн Олег Николаевшăн суйлавçăсен 67,06 проценчĕ сасăланă. Иккĕмĕш вырăна 14,23 процент пухса Константин Степанов (ЛДПР) тухнă. Виççĕмĕш вырăнта — Максим Морозов («Çĕнĕ çынсем»). Уншăн суйлавçăсен 8,37 проценчĕ сасăланă. Владимир Ильин (Пенсионерсен партийĕ) — 5,56, Владимир Савинов («Симĕссисем») 3,15 процент сасă пухнă.

Елчĕк муниципалитет округĕнче Олег Николаевшăн суйлавçăсен 93, 27 проценчĕ сасăланă. Суйлавçăсен 2,48 проценчĕ хăйсен сассине Константин Степановшăн, 1,71 проценчĕ Владимир Ильиншăн, 1,26 проценчĕ Максим Морозовшăн, 0,69 проценчĕ Владимир Савиновшăн панă.

Суйлав вăхăтĕнче электронлă дистанци мелĕпе 3510 (98,73 процент), участоксенчи суйлав комиссийĕсем урлă 9177 суйлавçă (97,09 процент) сасăланă.

Суйлав уççăн, лăпкă лару-тăрура иртнĕ. Кашни участокрах сăнавçăсем, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем ĕçленĕ. Общество сăнавçисен штабĕ те суйлав уççăнлăхне, йĕркене пăхăннине сăнасах тăнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code