Понедельник, 17 ноября, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Кашни эрнере тухса çỹреççĕ

Кашни эрнере тухса çỹреççĕ

Олег Алексеевич НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ, самаях çĕнелнĕскер, медицина ĕçченĕсене — чирсемпе мĕн пур тапхăртах ăнăçлăн кĕрешме, республикăра пурăнакансене вара хăйсене кирлĕ медицина пулăшăвне пурăнакан вырăнтан таçта аякка каймасăрах илме май парать.Кашни муниципалитетра мобильлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем пур, ялсенчи мĕн пур больница валли пациентсене больницăна, е тухтăра пациент патне илсе çитерме 134 единица çăмăл автотранспорт, 861 единица оборудовани, çав шутра 24-шĕ «йывăррисен» йышне кĕрет, туяннă.

Чăваш Патшалăх Канашне 2025 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче янă Çыруран.

Кĕр кунĕсем çитнĕ май Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн çынсен сывлăхне упрасси çине пысăк витĕм кỹнĕ, уçă сывлăшра ирттернĕ «Сывлăх патне утăм» проекчĕ вĕçленчĕ. Чăннипех те нумай çын вăхăтра çак анлă проектпа усă курса пĕр вырăнта темиçе тĕрлĕ специалист патĕнче пулса хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерчĕ, сĕнỹ-канашсем е малалла тĕрĕсленме, сипленме направленисем илчĕ. Елчĕк тĕп больницин мобильлĕ бригади вара, «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, хăйĕн ĕçне малалла тăсса кашни кĕçнерникун округри ялсене çитет. 2025 çулта куçса çỹрекен медицина бригади ялсене 50 яхăн хут тухса çỹреме планланă. Иртнĕ эрнере халăха профилактика тĕрĕслевĕ ирттерессинчи опытлă специалистсем — Ирина Смирнова гинеколог, Людмила Миллина участокри терапевт, Ольга Смирнова дерматолог, Ирина Васильева кардиолог тухтăрсем (сăн ỹкерчĕкре вĕсем Вăрăмхăвари ФАП заведующийĕпе А.Д.Никитинăпа (сулахайран иккĕмĕшĕ), Тутарстанпа кỹршĕллĕ Вăрăмхăва ялĕнче ĕçленĕ, 20 ытла çыннăн сывлăхне тĕрлĕ енлĕ тишкернĕ, диспансеризаципе профилактика тĕрĕслевĕсен витĕмĕ, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене асăрхаттарасси çинчен лекци ирттерме те вăхăт тупнă. Округ центрĕнчен аякра вырнаçнă ялта пурăнакан пациентсем мобильлĕ медицина бригади вĕсем патне çитни ял халăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлине палăртнă, специалистсене тухăçлă ĕçшĕн тав тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code