Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Прививка чиртен сыхлать

Прививка чиртен сыхлать

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă, пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă.

Чи малтанах Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Светлана Петрянкина сăмах илнĕ. Вăл Елчĕк муниципалитет округĕнчи 2025 çулхи 8 уйăхри санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăнă. Асăннă тапхăрта инфекци ертекен тата паразитсем саракан чир-чĕрĕн 538 тĕслĕхне шута илнĕ. Çакă вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 25 процент сахалрах. 8 уйăхра округра ОРВИпе чирленĕ 379 тĕслĕхе, гриппа чирленĕ — 13, пневмонипе чирленĕ — 79, çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирленĕ 194 тĕслĕхе шута илнĕ.

— Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе аптракансен йышĕ ỹсет. Чиртен асăрханмалли чи лайăх меслет — профилактика. Витĕмлĕ хỹтлĕх мелĕсенчен пĕри — вакцинаци. Ку час-часах чире асăрхаттарма пулăшать, ерсен грипп çăмăлраххăн тата ытлашши кăткăсланмасăр иртет, — палăртнă Светлана Евстафьевна. Халĕ иммунитет пирки шухăшлама, грипран прививка тума, çавăн пекех диспансеризаци тухма шăпах вăхăт.

Елчĕк муниципалитет округĕн 2025 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенчи бюджетне пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина паллаштарнă. Отчетлă тапхăрта бюджетăн тупăшсен пайĕ 467 266,3 пин тенкĕпе (2024 çулхи çак тапхăр шайне 36,4 процент ỹснĕ), харпăр тупăш 130 302,5 пин тенкĕпе (35 процент ỹснĕ) танлашнă. Налук шутне кĕрекен тупăшсем 111 947,1 пин тенкĕ (28,3 процент ỹснĕ), налук шутне кĕменнисем 18 355,4 пин тенкĕ (2 хут ỹснĕ). Каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ виçи — 336 963,8 пин тенкĕ (36,9 процент ỹснĕ).

Бюджетăн тăкаксен пайĕ — 489 142,4 пин тенкĕ (çулталăкри планпа палăртнин 59,7 проценчĕ е 2024 çулхи çак тапхăрти шайран 139,2 процент) пулни паллă.

Социаллă пурнăçпа культура тытăмĕн тăкакĕсем 333 137,3 пин тенкĕпе, вĕренỹ тытăмĕн тăкакĕсем — 250 038,8 пин тенкĕпе танлашнă, культура тата соцполитика тытăмĕсене 46 731,4 пин тата 18 152 пин тенкĕ, физкультурăпа спорт уйрăма 18 215,1 пин тенкĕ расхутланă.

Икĕ наци проекчĕ çине («Вĕрентỹ», «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ») 11991,9 пин тенкĕ тăкакланă. Бюджета 21 876,1 пин тенкĕ дефицитпа пурнăçланă. Елчĕк муниципалитет округĕн муниципалитет парăмĕ çуккине те палăртмалла.

Канашлу вăхăтĕнче çавăн пекех уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен, хутса ăшăтмалли сезон пуçланни çинчен тата ытти çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code