Суббота, 6 декабря, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

ЛАШ ТАЯПА. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Петр Самсонова асăнса ирттернĕ çăмăл атлетсен 16-мĕш уçă ăмăртăвне 5 округри 154 шкул ачи хутшăннă.

Кроссменсене Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов, СССР спорт мастерĕсем — РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Анисимов, РФ тата ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Атаманов тата ыттисем саламланă.

Чупуçăсем тăватă ỹсĕмре вăй виçнĕ. Пирĕннисенчен «ылтăн» пьедестал çине иккĕн — Çĕнĕ Пăвари Мария Егоровăпа Лаш Таяпари Самира Сабитова хăпарма пултарнă. Кĕмĕл медальлисем: Софья Паймина (Курнавăш), Александр Петухов (Патреккел), Ульяна Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль), Софья Афанасьева (Аслă Елчĕк), Ярослав Тихонов (Кушкă), Изабелла Кудряшова (Елчĕк). Выççĕмĕш вырăна Ангелина Гладковăпа Татьяна Васильева (Курнавăш), Диана Орловăпа (Елчĕк) Артур Карсаков (Патреккел) тухнă.

Медальсемпе дипломсене тивĕçнисем çавăн пекех Владимир Меметов меценат аллинчен укçан приз та илнĕ.

ЙОШКАР-ОЛА. Мари Эл Республикин тĕп хулинче хутăш кĕрешỹ (ММА) енĕпе уçă чемпионат иртнĕ.

Чăваш Ен спортсменĕсенчен унтан Елчĕк каччи Давид Крысов та медальсĕр таврăнман. Вăл 57 килограма çитичченхи виçере 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

ПАТĂРЬЕЛ. Федор Моисеева асăнса йĕркеленĕ турнира кире пуканçăсем регионти 9 хулапа округран тата Ульяновск, Самар облаçĕсенчен, Мари Республикинчен пуçтарăннă.

Елчĕксенчен унта никам та «ылтăнлă» пулайман. Иккĕмĕш вырăна вара Тарас Пупин, Егор Смирнов йышăннă. Софья Соловьева, Наталья Мартынова, Андрей Афанасьев — 3-мĕш.

ЧАКАНАР. Шупашкар округĕнчи сунарçăсен ăмăртăвне 200-е яхăн çын, çав шутра Мари Элтан икĕ команда хутшăнма кăмăл тунă.

Хăйне евĕрлĕ тупăшăва хутшăннисен çĕçĕ ывăтассипе, чăрмавсем урлă чупассипе, винтовкăран перессипе, шурлăха парăнтарассипе ăмăртма тивнĕ. Хĕрỹ те кăсăклă кĕрешỹре Елчĕк округĕн икĕ команди те призерсен йышне кĕнĕ. «Ветерансем» ушкăнра Борис Головин, Владимир Зиновьев (Кĕçĕн Таяпа), Валерий Медведев (Аслă Таяпа)», «Çамрăксен» йышĕнче Сергей Баскаков (Кивĕ Арланкасси), Петр Кузнецов (Тĕмер), Даниил Медведев (Аслă Таяпа) палăрнă. Çĕнтерỹçĕ — ЧР Çут çанталăк министерствин чĕр чунсене сыхлакан дирекци команди.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code