Калав
Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 34, 35, 36-мĕш номерсенче.
Икĕ тус та хăйсем пирки кĕскен пĕлтерчĕç. Нумайччен пуплесе ларма вăхăт çуккине ăнланса, Максим каллех хăтăлмалли план турĕ. Çакна асăрхаса, Гриша сăмах чĕнчĕ:
— Эсир аякка каяймастăр. Иксĕр те аманнă. Виктор, акă, пачах утаймасть тетĕн…
— Эсĕ пулăшатăн.
— Пулăшмасан… Пулăшмасан, вĕлеретĕр-и?
Чĕнмерĕç. «Кирлĕччĕ-и çакă вăрçă? — пулчĕ кашнинчех шухăш. — Ирсĕр политиксем тăван халăхсене çапăçтараççĕ. Халăхсене те, туссене те тăшман тăваççĕ».
— Кала, — пырса тăчĕ Максим Гриша умне. — Кам эсĕ, тус е тăшман? Тус пулсан, пирĕнпе пыратăн, тăшман тăк — кăннă хыççăн кунтах выртса юлатăн.
— Тăшман,- терĕ тыткăнри.
— Куçмастăн апла пирĕн енне?
— Çук.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен, манăн килте — арăм, ывăл. Вĕсем мана сутăнчăк тесе асăнса пурăнччăр-и? Çук, сутăнчăк пулаймастăп…
— Юлташусем вара? Юлташусене сутмастăн-и халĕ?
Гриша шухăша путрĕ, пуçне пĕксе ларчĕ. Йывăр вăхăтра ытла та йывăр йышăну тумалла пулчĕ унăн.
— Ну… — васкатрĕ хирĕç тăраканни. — Хăвăртрах… Автомат черетне кĕтетĕн-и?
— Эсир те чĕрĕ юлмастăр, çакна ан манăр. Кĕçех мана шыраса юлташсем çитеççĕ…
— Калама çук чаплă вилĕмпе вилетпĕр виçсĕмĕр те! Калама çук маттурсем эпир, чăваш ачисем! — тарăхса утрĕ Максим. — Хамăра хамăр пĕтерме ытла та ăста! Вара тăруках чарăнса тăчĕ те Гришăн куçĕсенчен пăхрĕ.
— Акă мĕн, Украина нацисчĕ: хăвăрăннисем патне каятăн та, кăштах курăнатăн та каялла таврăнатăн. Пире вăрман хĕрне çитерсен, кулона каялла илетĕн те вĕçетĕн хăвăн нацикусем енне! Кутран тапсах ăсататпăр! Арăмун парни, унăн халалĕ, акă, кур, — кăларчĕ вăл малти кĕсйинчен кулона.
Çар билечĕ, тен, кирлĕ пулать, ме, — пăрахрĕ ури умне. — Килмесен, кулона тек кураймастăн. Акă, граната çумне çыхатăп ăна. Мĕнле куçпа пăхăн юратнă арăм куçĕнчен? Тỹр килĕ-ши ун патне таврăнма?
Гриша кĕлĕ вуланă евĕр пĕр вĕçĕмсĕр шăппăн калаçрĕ. «Юрататăп…. Кĕт… Пĕрле пулатпăр…» — илтрĕ хăш-пĕр сăмахĕсене путвалта автоматпа утакан арçын.
Тыткăнçă аллисене салтма ыйтрĕ, вĕсене çỹлелле çĕклесе тăчĕ.
— Ĕненĕр, пулăшатăп, — терĕ вăл чунтан. -Хăрушсăр вырăна илсе тухатăп та малалла хăвăр каятăр. Тулĕк манăн хамăрăннисем патне çитсе килмелле, унсăрăн шырама пуçлаççĕ.
— Суятăн! — чăрт! сурчĕ урайне Максим. — Нацист! Амăшĕн ятне маннăскер! Пăвса хурăттăм çакăнтах!
Гриша Турă умĕнче темиçе хутчен хĕрес те хучĕ хăйĕн çине, Куславккана та аса илчĕ, пилĕк тенкĕлĕх парăм пирки те каларĕ. Вăл шухăшланă пек тумасан, виççĕшĕ те путвалтах юлассипе хăратрĕ.
Максимпа Виктор пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Кăшт тăрсан:
— Кай! — терĕ автоматли. — Пăхăпăр, юлнă-и санра тĕпренчĕк чухлĕ çынлăх… Тулĕк асту, пире сутсассăн, хăв та пĕтетĕн, ывăлу та, арăму та сана кураймĕç…
Гриша шăппăн путвалтан тухрĕ. Унăн ури сассисем хăвăрт илтĕнми пулчĕç.
— Килмест… — терĕ Виктор.
Çур сехет иртрĕ. Сас-чỹ пулмарĕ. Тата тепĕр çур сехет кая юлчĕ, тăшман салтакĕ таврăнмарĕ. Максим та халĕ хăйсене улталанине ĕненчĕ.
Кĕçех украинецсен отрячĕ çитмелле. Икĕ тус пĕр-пĕрне ыталаса ларчĕç. Халĕ вĕсем чăннипех те пысăк инкеке кĕрсе ỹкнине туйрĕç, мĕншĕн тесен Гриша тăшмансене мĕн пĕлтермеллине, паллах, пĕтĕмпех пĕлтернĕ.
— Мĕнле шутлатăн, Максим, таврăнатпăр-и эпир киле? — юлташĕн куçĕсене шырарĕ Виктор.
— Пĕлместĕп… — хуравларĕ лешĕ.
— Эпир мĕнле вилнине никам та тавçăраймĕ…
— Гриша пĕлĕ…
— Никама та каламĕ…
— Таврăнатпăр, Виктор, таврăнатпăр! — хăйне те, юлташне те улталасшăн пулчĕ Максим. Вара ура çине тăчĕ те хăюллăн калаçма тытăнчĕ: — Юлашки юн тумламĕ ỹкиччен килелле шăватпăр! Алă пỹрнисенче шăмăсем тухиччен çĕре чаваласа малалла каятпăр! Вилетпĕр, пурпĕрех киле çитетпĕр!
Вăл пĕчĕк кантăк умĕнчи пулемета, алăк тавра çакса хунă гранатăсене тепĕр хут тĕрĕслерĕ. Юлташĕ çумне, ăна пытарас тесе, шкафран юлнă хăма татăкĕсене таянтарчĕ.
Кĕтмен çĕртен тенĕ пек ура сасси илтĕнчĕ. Калаçса татăлнă пекех, урамри çын виçĕ хутчен ỹсĕрсе илчĕ. Пĕчченех-ши? Максим алăк хыçне пытанчĕ. Тăнласа итленĕ хыççăн çывăхра салтаксем çуккине ăнланчĕ.
— Гриша…
— Эпĕ…
Виктора ременьсемпе Гриша çурăмĕ çине çыхса хучĕç. Урама тухсан, хăлаç хыççăн тата тепĕр хăлаç малалла шурĕç ачалăхри виçĕ тус. Вĕсене хура тỹпе çеç сăнаса тăчĕ. Шеллерĕ пулĕ вăл. Аякра-аякра, çутă та таса килĕсенче вара чи çывăх çыннисем кĕтрĕç. Вĕсен чĕрисем, каçсерен шывланакан куçĕсем хăвăртрах таврăнма йыхăрчĕç, ĕненỹпе вăй пачĕç. Çав çынсемпе каллех пĕрле пуласшăн, çав куçсене пăхасшăн, чĕри тапписене туясшăн вилĕме çĕнтерсе малалла ăнтăлчĕç Викторпа Максим. Гриша та хăйĕн пурнăçне кашни самантрах çухатма пултарасса пĕлсех вĕсемпе пулчĕ.
— Эпĕ кулоншăн килĕшрĕм тесе ан шухăшлăр, — терĕ вăл каннă вăхăтра. — Сире путвалта хăварнă пулсан, пĕр каç та, пĕр кун та лăпкă пулмăттăм. Вăрçă хыççăн, сывă пулсан, тĕл пулăпăр-ха.
Вăрман кĕтесĕ курăнма пуçларĕ. Ирхи çутă киличчен çавăнта çитсе ỹкмелле. Анчах виççĕшĕн те вăйĕсем пĕтсе çитнĕ. Кашни хăлаçа шутласа шурĕç вĕсем.
— Вуниккĕ… Вунвиççĕ… Вунтăваттă… Вунпиллĕк… Вçо! Канатпăр, — пĕлтерчĕ Гриша.
Çапла каларĕ кăна, вĕсен çийĕн дрон вĕçни илтĕнчĕ. Тăшман асăрхарĕ апла… Максим автоматне çỹлелле çĕклерĕ те пеме пуçларĕ. Гриша, Виктора хỹтĕлес тесе, кăкăрпа тỹпенелле çаврăнса выртрĕ. Унăн айĕнче аманнă çын аран сывларĕ.
Дрон, виçĕ вăйсăр çынтан кулнă пек, пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр çĕрелле вĕçрĕ. Пульăсем ниепле те лекеймерĕç ăна. Тепре килсен, салтаксем çийĕн çакăнса тăчĕ те снарядне пăрахрĕ. Максим снаряда лектересшĕн пĕр вĕçĕмсĕр шатăртаттарчĕ, Гриша пуçне аллисемпе хупларĕ.
Шатăр-р-р! çурăлчĕ снаряд çĕр çинче. «Ах!» — илтĕнчĕ сасă.
— Хăшĕ амантăр? — сиксе çитрĕ Максим. — Кăкăрунтан лектернĕ сана, Гриша… Икĕ çĕртен… — Вăл хăвăртрах сурансене çыхрĕ, укол турĕ. — Шĕкĕр Турра, осколокĕсем пысăках мар курăнать, чăтсам тепĕр хушă… Çитер пире вăрмана…
— Тек шăвăнаймастăп, утма тивет, — пĕлтерчĕ лешĕ.
— Атя, утатпăр… — тытрĕ унăн хулĕнчен Максим. — Эпĕ пулăшатăп… Ỹк- местпĕр, çитетпĕр…
Виçĕ çамрăк арçын уй варрипе ỹсĕр çынсем пек сулланса утăм хыççăн утăм турĕç. Урисем вĕсене итлесшĕн пулмарĕç. «Киле, киле, киле…» — тапрĕ иккĕшĕн тăнлавĕнче шухăш. «Çăласчĕ, сăмах панине пурнăçласчĕ», — пулчĕ теприн ĕмĕтленни. Кĕç-вĕç тепĕр дрон вĕçсе çитессе кĕтрĕç хăйсем. Утсан-утсан, сурансен ыратăвне хăнăхса çитсен, вĕсем вилĕм пирки манчĕç, халран вуçех сулăннăскерсем, малалла каймаллине чунпа кăна туякан пулчĕç.
— Атьăр выртар… — сĕнчĕ Максим.
— Çук, — хуравларĕ Гриша. — Выртсан, тек çĕкленейместпĕр… Канса тăрсан та çитет…
Вăрман хĕрне çитнĕпе пĕрехчĕ, тỹпере «тимĕр кайăксем» курăнса кайрĕç. Питĕ нумаййăн пулчĕç вĕсем. Çирĕме яхăнах шутласа кăларчĕç. Виççĕшĕ те чăнласах вилĕм çывхарнине ĕненчĕç. Максим Гришăна кулонне кăларса тыттарчĕ, юлашки самантра арăмĕн сăнĕпе пĕрле пултăр терĕ пуль. Гриша тав туса пуçне сĕлтрĕ те йĕрсе ячĕ. Пĕрре Максимпа Виктор çине пăхрĕ, тепре мăшăрне тĕсерĕ.
Максим каллех чĕркуççи çине тăчĕ те автоматне çỹлелле çĕклерĕ. Гриша çĕре тăсăлса выртрĕ, хăйĕн кĕлеткипе Виктора хупларĕ. Дронсем шăнасем пек сăрласа çитсен те автомат темшĕн сассине памарĕ. Пурпĕрех çăлăнăç пулмасса пĕлсе-ши салтак пеме шутламарĕ. Виççĕшĕ те тỹпене шăппăн сăнарĕç.
Мĕнле шавласа килчĕç, çавăн пекех хăвăрт çухалчĕç дронсем, аяккалла, пирĕн чаçсем еннелле васкарĕç вĕсем.
— Эпир кирлех мар иккен… — шỹтлерĕ Максим. — Танксене çунтарасшăн пулĕ те, пултарайĕç-ши?
Телейлĕскерсем, пĕр вăхăт хускалмасăр выртрĕç. Епле те ырă иккен вăл туллин сывласа вăй пухма! Епле те ырă иккен вилĕмрен çăлăнса каллех ĕмĕтленме! Ах, епле те иккен пурăнас килет çак тĕнчере!
Нумайччен пĕр вырăнта пулма юрамасть. Аманнăскерсем, шăлĕсене çыртса каллех ура çине тăчĕç. Каллех вĕсем сулăна-сулăна утăм хыççăн утăм турĕç, малалла, килелле çывхарчĕç. Вĕсен кашни пусăмĕ чан сасси пек тăван чĕресене çитсе янрарĕ, шанăçа çухатма памарĕ. Вĕсем парăнмарĕç — вĕсем ỹк- мерĕç. Вĕсем, бинт витĕр юн юхтараканскерсем, анчах та чĕрĕскерсем, малаллах танкăшрĕç…
Вăрмана çитсен, Гриша Викторпа пĕрлех йывăç çине таянчĕ. Хашшăн сывларĕ. Аманнине салтма тăрсан, хирĕçлерĕ, тата шаларах кĕрсен кăна канма хирĕç пулмарĕ.
Пĕчĕк çырма тупрĕç, çавăнта пытанчĕç. Сывлăш çавăрса ячĕç те, вăй килнине туйрĕç те сăмах хушрĕç.
— Хамăрăннисем патне çитме тата çухрăм ытла…
— Çитетпĕр, кунта çăмăлрах, йывăçсем сыхлаççĕ…
— Эх, раци ĕçленĕ пулсан…
— Ун пирки мансам, путвала кĕнĕ чухнех арканчĕ вăл.
Кăтăш пулнă… Каллех тăван киле курнă… Арăм та, ача-пăча та, аттепе анне те кĕтсе илме тухнă… Куç умĕнчех ялкăшса тăрать кил çути… Çывăхрах пек… — калаçрĕ Виктор.
Максимпа Гриша, унăн тунсăхне курас мар тесе-ши, ура çине çĕкленчĕç.
— Эсĕ ăçталла — малалла е каялла? — ыйтрĕ пĕри.
— Манăн кил — унта, — кăтартрĕ тепри Украина енне. — Атте, арăм, ывăл …
— Ну, тавах сана, кĕтменччĕ, ĕненменччĕ… Тулĕк килỹ санăн Раççейре. Санăн аслă асатте-асаннесем Чăвашра ăрусем хăварнă. Санăн пурнăçу та çавăнта пуçланнă, эсĕ те вĕсен йăхĕ-нчен. Эсĕ, чăваш ачи, епле-ха Украина çынни пулăн? Пурăнни вăл — пĕр япала, несĕл йĕрĕ — урăххи. Хăв ăçтан, камран пуçланнине мансан… Шухăшла, санăн малашлăх санăн аллунта. Тепĕр тесен, аннỹ халĕ те Куславккара пурăнать. Аннỹпе çапăçатăн, туятăн-и çакна?
— Олеся… Пурăнаймастăп унсăрăн, каçарăр. Ывăл тата… Çĕршыва сутнинчен ытларах çемьене сутатăп. Каçарăр…
Гриша Виктор патне пычĕ, аллине тăсса пачĕ. Максима ыталарĕ. «Сывă пул!» — терĕ кашниех, ют вăрманта малашне мĕн пулассине пĕлмесĕр.
Максим Виктора хулĕ айĕнчен ременьпе çыхрĕ те йывăçсен хушшипе сĕтĕрчĕ. Кăштах кайсан, çаврăнса пăхрĕ. Гриша вĕсем çине пăхса тăрать иккен. Икĕ тус тата малалла шурĕç. Тăракан çын вырăнĕнчен хускалмарĕ. Курăнми пулас умĕн Максимпа Виктор тепĕр хут çаврăнса илчĕç. Çак самантра Гриша хăйсем еннелле именчĕклĕн пĕрремĕш утăмсем тунине асăрхарĕç.
— Эпĕ те сирĕнпе, — пĕлтерчĕ вăл утса çитсен. — Эпĕ те — киле…
х х х
Шăнкăрав янăрарĕ. «Вĕсем, вĕсем!» — тесе пурте алăк патне чупса кайрĕç. Уçрĕç кăна, пỹлĕме виçĕ арçын чечек çыххисемпе кĕрсе тăчĕ.
— Ура, ура, ура! — кĕрлерĕ Мускаври хваттер.
Ольăпа Лида упăшкисене çупăрласа илчĕç, ăçтан май килнĕ çавăнтан чуп турĕç, йĕп-йĕпе пичĕсемпе юратнă çынсене ачашларĕç. Ача-пăча ашшĕсен аллисенчен çакăнчĕç, аслисен ытамĕнче пулчĕç. Гриша кăна пĕр вырăнта тăчĕ. Каярахпа ăна асăрхарĕç те хĕрарăмсем те, ачасем те хупăрласа илчĕç. Кашниех тав сăмахĕ каларĕ ăна.
— Вăрçă пĕтсен, пурпĕрех Олесьăпа ывăла тупатăп. Пĕрле пулатпăр. Кулон ман пурнăçа çăлса хăварчĕ, тăван çĕре илсе килчĕ. Тавах ăна, асамлă кулона, — терĕ Гриша, арăмĕн сăнĕ çине пăхса.
— Тинех пĕрле! — илтĕнчĕ каллех хĕрарăмсен сасси.
— Тинех килте! — терĕç арçынсем.
Шăв-шав лăплансан, ашшĕ патне Маша хĕрĕ чупса пычĕ.
— Пĕлетĕн-и, эпĕ сăмах панăччĕ, халĕ вара конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕм! Вăт, каллех Мускавра эпир!
— Пĕлтерчĕ-ха, пĕлтерчĕ-ха аннỹ… Мĕн çинчен çыртăн сочиненине, мĕн ятлă?
— «Манăн атте — герой!» ятлă.
— Мĕнле герой эпĕ, хĕрĕм, ан тĕлĕнтер!
— Мĕнле герой мар ĕнтĕ… — хĕрне хỹтĕлерĕ амăшĕ. — Авă, Алеша вĕренсе пĕтерсен çар училищине каятăп, тет. Сана пăхать, санран тĕслĕх илет. Çакă паха, Максим… Никита вара… Никитăпа калаç-ха. Мускавра волонтерсен пысăк ушкăнне ертсе пырать, ăна пĕлмен пуçлăх çук та пулĕ.
— Ăçта-ха вĕсем, ăçта? — чĕнчĕ Максим. — Килĕр-ха кунта!
Алешăпа Никита хыççăн ыттисем те пĕр пỹлĕме утрĕç, пурте пĕрле пуçтарăнчĕç.
— Çакна асра тытăр: пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшмалла, вăрçăра вара туссемсĕр пĕтетĕн, — калаçрĕ вăл. — Хаклăр юлташсене. Хăвна начар пулсан та тусна лайăх ту. Хăв вилсен те ăна çăл.
— Çар училищине пĕрле каятпăр, — пĕлтерчĕç çамрăксем.
Тепĕр каç шавлă эртел Мускаври хваттертен тухрĕ те Хусан вокзалне çул тытрĕ. Пуйăс вĕсене Шупашкара çитерме васкарĕ. Унтан вара инçех те мар — Куславкка, Атăл çинчи çепĕç хула, çула пуçтарăннисен тăван кĕтесĕ, тăван килĕ. Чăтайми кĕтрĕ вăл хăйĕн ывăлĕ-хĕрне…

