Суббота, 6 декабря, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Эмел сиен ан кỹтĕр

Эмел сиен ан кỹтĕр

Сиплев ĕçĕнче усă куракан эмелсемпе тĕрлĕрен медицина изделийĕсем тĕлĕшпе йĕркене пăснин тĕслĕхĕсене сахал мар тĕл пулма тỹр килет — фальсификатран пуçласа пахалăхсăр тавар сутни тата суту-илỹ йĕркине пăсни таранах.

Çакăн пек тĕслĕхсем, паллах, граждансен сывлăхĕшĕн калама çук пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Хăвăра кирлĕ препаратсене туяннă чухне чи малтан упаковка çирĕплĕхне, эмелпе мĕнле усă курмаллин срокне палăртнипе тата препаратпа паллаштаракан хутсене асăрхамалла. Унсăр пуçне, вĕсене шанчăклă вырăнсенчен анчах туянмалла, эмелсене, медицина изделийĕсене «алăран» е лицензилемен пĕчĕк суту-илỹ точкисенчен вуçех туянма юраманни, фармацевтран туянакан препарат пирки кирлĕ документсене ыйтма именсе тăмалла марри çинчен кашни çын пĕлме тивĕçлĕ.

Эмел туяннă чухне пăтăрмахсемпе тĕл пулсан мĕн тумалла? Препарат упаковкине тата туяннă чухне панă чека сыхласа хăвармалла. Çак ыйтăва кирлĕ органсем урлă татса пама тивнĕ чухне ĕнентерме кирлĕ вĕсем шăпах. Эмел туяннă чухне йĕркене пăснин тĕслĕхĕсемпе тĕл пултăр пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр Роспотребнадзор управленине е ытти компетентлă органсене пĕлтермелле. Мĕншĕн тесен эмелсен контрафакчĕшĕн пысăк штрафсем параççĕ.

Компетентлă органсен специалисчĕсем вулакансене интернет-лавккасем урлă сутакан эмелсен тĕлĕшĕпе те асăрхануллă пулма кирлине те хытарсах калаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code