Нумай çын хăй пĕрре суйласа илнĕ профессипе пурнăç çулне утса тухать.

Кипеç ялĕнче çуралса ỹснĕ, республикăн тĕп хулинче пурăнакан Елена Кондратьева та çав йышран. Вăл хăйĕн пĕтĕм ĕç-хĕлне ачасене вĕрентессипе, воспитани парассипе çыхăнтарнă: малтан 40-мĕш, унтан 50-мĕш вăтам шкулсенче.
Елена Алексеевна 1983 çулта пуçласа чăваш ачисенчен 1-мĕш класс уçнă. Ятарлă вĕренỹ программи пулман пирки вăл методика пĕлĕвне анлăлатнă, республикăри пĕчĕк хуласемпе район центрĕсенчи шкулсенче чăваш чĕлхипе вĕрентекенсем валли уçă уроксем ирттернĕ. Ку тĕлĕшпе хатĕрленĕ пĕрремĕш учебника рецензилеме хутшăннă май, авторне кирлĕ сĕнỹ-канаш панă. Уявсем валли тăван чĕлхепе сценарисем çырнă.
Ĕнерхи педагог тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармасть. Вăл хулари Мускав районĕнчи пултарулăх çуртĕнче ачасене ал ĕçне — çĕлеме, тĕрлеме, çыхма, тĕрлĕ сувенир хатĕрлеме вĕрентнĕ. Ун патĕнче хушма пĕлỹ илнисен хушшинче халĕ Мускавпа Чулхулари мода студийĕсенче ĕçлекенсем те пур.
Елена Алексеевнăн ашшĕ, Алексей Кондратьевич, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса çĕнтерỹпе таврăннă. Амăшне, Вера Александровнăна та, тылра çăмăл пулман, Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккине тунă çĕрте хастарлăх кăтартнă вăл. Çывăх çыннисене асра тытас тĕллевпе «Анне юрлать», «Аттем çинчен», «Салтак кутамкки», «Аннесен пилĕ» хайлавĕсене республикăра тухса тăракан хаçат-журналта пичетленĕ. Вĕсем тăрăх радиопередачăсем те хатĕрленĕ. Унăн çыруллă материалĕсем Çĕнĕ Пăвари, Курнавăшри вăтам шкулсенче, округри архивра, Тăрăм территори пайĕн администрацийĕнче, «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче вырăн тупнă.
Елена Алексеевна асăннă икĕ шкулта пулни ыт ахальтен мар. Унăн ашшĕ вăрçăччен вĕсенче пĕлỹ илнĕ. Икĕ коллективăн ĕçĕ-хĕлĕпе те, çуртсен хăтлăхĕпе те питĕ кăмăллă юлнă педагог.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ çынсем хушшинче пулма кăмăллать. Вăл чăваш наци тата шкулсен музейĕсенче, библиотекăсенче, архивсенче час-часах пулать, çамрăксемпе хаваспах хутшăнать.
Елена Алексеевна — Чăваш Ен халăх ỹнерĕн ăсти, ремесленниксен Гильдийĕн членĕ, 50-мĕш шкул музейĕн ветерансен канашĕн членĕ. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата ытти ведомствăсен Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă.
Н.ФЕДОРОВ.
Сăн ỹкерчĕкре: Елена Кондратьева вĕрентекенре ĕçленĕ çулсенче.

