Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
«Республикăра граждан оборони енĕпе командăпа штаб тренировкине ирттерни çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме, чрезвычайлă лару-тăру тапхăрĕнче тивĕçлĕ йышăну тума пулăшать. Кăткăс самантсенче ятарлă службăсем мĕнле ĕçлеме пултарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ».
Октябрĕн 1-2-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри командăпа штаб тренировкине республикăра, çав шутра Елчĕк округĕнче те ирттернĕ.
Тĕрĕссипе, унашкал вĕренỹсене пирĕн тăрăхра час-часах йĕркелеççĕ, мĕншĕн тесен кашни васкавлă служба чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан ăна сирсе яма яланах хатĕр пулмалла.
Çакна вĕсем тренировкăн пĕрремĕш кунĕнче Елчĕкри газ уçлакан станцире ирттернĕ вĕренỹре уççăн çирĕплетнĕ. Службăсен ĕçне сăнаса тăнă округ пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетỹре ума лартнă задачăсене кал-кал тата вăхăтлă пурнăçланине палăртнă.
Командăпа штаб тренировкин 2-мĕш кунĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ. Хальхинче кунта вырăнти территори пайĕн администрацийĕ, шкул, полици уйрăмĕ, тĕп больница коллективĕсем, суту-илỹ служби хутшăннипе эвакуацин йышăну пунктне йĕркеленĕ. Çавна май эвакуаци колоннисен площадкине, амăшĕпе ачан пỹлĕмне хатĕрленĕ, медпункт, справка сĕтелĕ уçнă, килекен йыша шута илекен ушкăн туса хунă.
Тренировка тапхăрĕнче йышăну пункчĕн ĕçченĕсем килекенсене (вăл йышра шкул ачисем пулнă) список тăрăх кĕтсе илнĕ, ятарлă журналта регистрациленĕ, кĕтмелли пỹлĕме вырнаçтарнă.
Чрезвычайлă лару-тăру чăн пурнăçпа çыхăнман пулсан та, хăрушсăрлăх тербованийĕсене кашнийĕ кирлĕ пек пурнăçланă.

