Понедельник, 17 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наркоманирен асăрхаттарса

Наркоманирен асăрхаттарса

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче наркотика хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна округ пуçлăхĕ, асăннă комиссин председателĕ Леонард Левый ертсе пынă. Кун йĕркинче çитĕнекен ăрăва наркоманирен асăрхаттарас, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарса ỹстерес, округ территорийĕнче наркотикпа усă курассин çулне пỹлес тата ытти ыйтусем пулнă.

Ларура Елчĕк округĕн полици пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Коротина, Елчĕкри тĕп больницăри нарколог тухтăр Рената Шакова, Курнавăш тата Тăрăм территори пайĕсен начальникĕсем Алексей Мартышкинпа Людмила Смирнова сăмах илнĕ. Вĕсем усал чире хирĕç кĕрешес тĕллевпе пурнăçланакан ĕç-хĕл çинче чарăнса тăнă.

— Шел пулин те, юлашки вăхăтра çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕн шучĕ нумайлансах пырать. Чылайăшĕ киревсĕр йăласемпе туслă пулнипе, çавна май этемлĕхĕн ырă енĕсене, çемье хаклăхне çухатса пынипе çыхăннă çакă. Çавăнпа та сирĕн, ку енĕпе ĕçлекен специалистсен, ялсене тăтăшах тухса çỹремелле, йывăр е вăл картлашка çине хăпарма пултаракан çемьесенче пулса вĕсенчи лару-тăрупа паллашмалла, мĕнле пулăшма май пуррине тишкермелле, наркоманирен е ытти киревсĕрлĕхрен асăрхаттарас енĕпе калаçусем йĕркелемелле, — палăртнă Леонард Васильевич лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.

Кирек хăш киревсĕрлĕхрен сыхланас ĕçре те профилактика ĕç-хĕлĕ тĕп вырăн йышăнать. Ĕçе вăйлатас тесен вĕрентỹ, культура, сывлăх сыхлавĕн, территори пайĕсен специалисчĕсен, социаллă работниксен тата ытти яваплă органсен килĕшỹре, яваплăха туйса ĕçлени витĕмлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code