Округра октябрĕн 1-10-мĕшĕсенче Ватăсен кунне халалланă декада иртрĕ. Тĕп мероприятие, «Манăн çулсем — манăн пуянлăх» ятпа иртнĕскере, тĕп хулари ентешлĕхпе округ администрацийĕ Елчĕкри культура керменĕнче йĕркеленĕ.
Тĕрлĕ сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă кĕмĕл çỹçлĕ ветерансем малтанах фойери куравсемпе паллашма пултарнă. Кунта архив, тĕп библиотека, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăм тулли информациллĕ пуян куравсем хатĕрленĕ.
Зала пуçтарăннă пысăк йыша Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова, Шупашкарти «Елчĕксен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци ертỹçи Юрий Карпов, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Надежда Алтынова, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Шадриков, Елчĕк округĕн благочиннăйĕ Василий Иванов тата ыттисем саламланă. Вĕсем аслă ăрури кашни çын округ пурнăçĕн аталанăвне хăйĕн тỹпине хывнине, паян та общество ĕçĕнче «çунса» тăнине палăртнă. Чи-чи хастаррисем вара тĕрлĕ ведомствăн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Уйрăм юрăçсен тата ташă ушкăнĕсен пултарулăхĕ кашнинех хавхалану кỹнĕ.

