Малашне республикăн Министрсен Кабинечĕн Тав хучĕпе те хавхалантарма тытăнĕç.
Ăна республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма хастар хутшăнакан, професси тивĕçĕсене пурнăçланă чухне тата общество ĕçĕнче тунă çитĕнỹшĕн уйрăм çынсемпе организацисен коллективĕсене парĕç. Министрсен Кабинечĕ Тав хучĕн положенине сентябрĕн 17-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.

