Çак чир питĕ хăрушă. Нерв тытăмне сиенлесе вилĕм патне илсе çитерме пултаракан чир тискер кайăксене, килти выльăх-чĕрлĕхе, çынсене те лекме пултарать. Вирус чирлĕ чĕр чун организмĕнчен сĕлекипе пĕрле тухать. Çавăнпа та инфекци чĕр чун çыртсан, чăрмаласан, çуласан ерме пултарнине асра тытмалла. Чĕр чун сĕлекипе вараланнă япаласем урлă та чир ертме пулать. Уртаракан чирĕн инкубаци тапхăрĕ 10-30 кунран пуçласа 6 уйăхчен тăсăлать, хăш чухне — çулталăк таранах. Çакă чĕр чун çынна ăçтан, мĕнле вырăнтан çыртнинчен килет. Çынна çыртнă тĕслĕхре чиртен прививкăна вăхăтра тусан чир аталанассине асăрхаттарма пулать. Çавăнпа та çыннăн чĕр чун çыртсан тỹрех медицина пулăшăвĕ илме васкамалла.
Юлашки вăхăтра урнă йытăсен чирĕ йăваш, лăпкă иртни паллă. Ку чухне вĕсем шалкăм çапнă хыççăн 3-4 талăкранах вилеççĕ. Чирлĕ тилĕсем вара çынсемпе выльăх-чĕрлĕхрен хăрами пулса ялсемпе фермăсене те кĕреççĕ. Каркалар ялĕ çывăхĕнче нумаях пулмасть пĕр хĕрарăма уртаракан чирпе чирленĕ тилĕ çыртнă тĕслĕх пулчĕ. Хĕрарăм тухтăрсенчен вăхăтра пулăшу илме ĕлкĕрнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн тупса палăртнă вырăнта октябрĕн 2-мĕшĕнчен карантин йĕркеленĕ. Çак хăрушă чир округра ан сарăлтăр тесе ветеринари специалисчĕсем чир çулне пỹлес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти пурнăçлаççĕ. Асăннă тĕслĕхе тĕпе хурса халăха асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Тилĕсем уй-хирте те тапăнма пултараççĕ, вĕсем ялсене кĕрес хăрушлăх та пысăк. Çак тискер чĕр чунсем картишне ан кĕччĕр тесе хапха айĕсене хупса тăмалла.
Килти кушаксемпе йытăсене çулсеренех массăллă прививка тăватпăр. Енчен те ветеринари специалисчĕсем ялсем тăрăх укол туса çỹренĕ чух кил хуçи килте пулайман пулсан, округри ветеринари станцийĕн специалисчĕсемпе çыхăнма ыйтатпăр. Вакцинаци тума тỹрех çитетпĕр, ку ĕçе тỹлевсĕрех пурнăçлатпăр.
Д.БАЙМУШКИН,
районти ветстанци начальникĕ.

