Иртнĕ шăматкун Елчĕкри культура керменĕ уяв хуçисене — учительсемпе шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене йышлă пуçтарчĕ.
Çанталăк та йăлана кĕнĕ мероприятие хушма илем кỹчĕ тейĕн: хĕвел хăйĕн çутă пайăркисене çу тапхăрĕнчи пекех шеллемерĕ, савăнăçлă пит-куçсене пушшех ăшшăн çупăрларĕ. Мероприяти тапхăрĕнчи «Шевле» ача садне çỹрекенсен, искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсен тата кадетсен юрри-ташшисем те уява хутшăнакансен ĕçне хакланин палли пулчĕ.
«Паян — воспитатель, учитель, мастер, педагог ятсене мăнаçлăн тытса пыракансен уявĕ. Таса чунлă, вĕри чĕреллĕ, тарăн пĕлỹллĕ çын çеç чи кирлине, пĕлтерĕшлине ырă сăмахпа, ăслă канашпа илсе çитерме пултарать». Асăннă сăмах йĕркисене уява ертсе пыракансем — Мария Адюкова студенткăпа Никита Кудряшов вĕренекен — каларĕç. Ачасене шкула кайма хатĕрлекене тата пĕлỹ тĕнчипе илсе пыракана тĕрлĕ енлĕ хакларĕç вĕсем: пуçаруллă, талантлă, активлă, чăтăмлă, тимлĕ, ырă кăмăллă…
Ăшă сăмахсем, паллах, ертỹлĕхрен те чылай пулчĕç. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый çакна палăртрĕ:
— Вĕрентекен ĕçĕ — чи кăткăс професси, анчах чи пĕлтерĕшли тата сăвапли. Эсир округ, республика, çĕршыв пуласлăхне хыватăр, аталантаратăр, çирĕплететĕр. Сирĕн тăрăшулăхăра кура вĕренекенсем çỹлти шайри предмет олимпиадисенче, ăслăлăх конкурсĕсемпе фестивальсенче, спорт ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ. Воспитательпе учитель авторитетне эсир тĕп ĕçре кăна мар, обществăн кулленхи пурнăçне активлă хутшăнса та çирĕплетсе пыратăр. Çавăнпа пархатарлă ĕçĕршĕн сире пурсăра та чун-чĕререн тав тăватăп.
Леонард Васильевич çавăн пекех уява пуçтарăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн тата ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕн Алевтина Федорован саламĕсене те çитерчĕ.
Вĕренỹпе воспитани тытăмĕнче вăй хуракансем тĕрлĕ акцире, проектсене пурнăçа кĕртессинче пуçаруллă пулнине те палăртмалла. Округ пуçлăхĕ «Хаваслă çу кунĕсем» проекта хастар хутшăннисене — округăн психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу паракан центрĕн методистне Ольга Мудрецовăна, Патреккел тĕп шкулĕн советникне Ирина Облесовăна, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул учительне Ольга Осиповăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе наградăларĕ.
Леонард Левый вĕренỹпе воспитани процесне йĕркелессинче, ачасене ăс-тăн, культура тĕлĕшĕнчен аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Светлана Архипова (Çĕнĕ Пăва), Галина Николаева (Çирĕклĕ Шăхаль), Лариса Гладкова (Курнавăш) вĕрентекенсене ЧР Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотипе, Алевтина Ивановăна (Елчĕк) Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев тата вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюзĕн округри организацийĕн председателĕ Сергей Скворцов профсоюз рескомĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнисене саламларĕç. Вĕсен йышĕнче: Елчĕк шкулĕнчи Светлана Волкова, Курнавăшри Алексей Лакачов педагогсем, Елчĕкри «Хĕвел» ача садĕнчи Светлана Мартемьянова воспитатель пулăшуçи. Елчĕкри «Шевле» ача садĕнчи кухня ĕçченне Анастасия Ишмуратовăна вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕç.
Округри шкулсенче кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ çук мар, çавна май çамрăк специалист ĕçе кỹлĕнни пушхирти оазис пекех тейĕн. Курнавăшри вăтам шкул коллективĕ хăйĕн йышне шăпах çĕнĕ педагога — Дарья Федоровăна — йышăннă. Владимир Арсеньевич ăна, ăнăçу сунса, символла парнепе чысларĕ.
Унашкалли сайра пулать: уява паллă тунă кун харăсах пиллĕкĕн хăйсен çуралнă кунне кĕтсе илнĕ. Светлана Волкова, Оксана Дмитриева, Марина Меметова, Галина Морозова, Елена Светопольская педагогсен ячĕпе ăшă сăмахсем, юрă саламĕ пулчĕç.
Пуласлăха йĕркелекенсем хăйсен ĕçĕнче ачасенче пĕлỹ çеç мар, обществăри хаклăхсене те, кăмăл-туйăм вăйне те, пурнăçа, çĕршыва юратассине те хываççĕ. Пархатарлă ĕç яланах ăнланура, килĕшỹре ỹсĕмленсе пытăр, савăнăç кỹтĕр.
Николай МАЛЫШКИН.

