Октябрĕн 5-12-мĕшĕсенче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче наци кĕрешĕвĕн тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем иртнĕ.

Унта 76 регионтан тата 39 çĕршывран 6000 яхăн спортсмен, тренер, судья хутшăннă. Атлетсем 17 спорт тĕсĕнче мала тухассишĕн кĕрешнĕ: айкидо, кендо, кĕрешỹ, муайтай, ориентал, шахбокс… Пирĕн округри пилĕк çамрăкран 3-шне ăннă. Çĕнĕ Пăвари Евгений Абрамов 100 килограма çитичченхи виçере чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе финалта Бердимырат Розыев туркмена çĕнтернĕ. Ку категорире пурĕ 15 атлет ăмăртнă. Унăн ентешĕ, Давид Крысов, вăл та Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ, вунă спортсменран — 2-мĕш: тĕп тĕл пулура Толубай Шакиров кăркăса выляса янă. Кавалти Александр Федоров (тренерĕ С.Пегасов) 3-мĕш.
Çапла вара Чăваш Ен кĕрешỹçисем пĕтĕм 7 виçере тупăшса 6-шĕ финала çитнĕ. Вĕсенчен Женя кăна ылтăн медале тата 50000 тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ.

