Çар династийĕсем çинчен эпир хаçатра май пур таран çырнă-ха. Ĕнелĕнчи Кузьминсен те хăйне евĕр тăхăм палли çирĕпленнĕ. Александр хăй вăхăтĕнче артиллерири сывлăш-десант çарĕнче службăра тăнă. Унăн аслашшĕ — Венедикт Яковлевич (1899-1981) — артиллерист, минометчик, фашистсене тата самурайсене хирĕç çапăçса орден-медале тивĕçнĕ. Паян Александр Петровичăн ывăлĕ, Феодор, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен ретĕнче: Украинăри ятарлă çар операцийĕнче 98-мĕш гварди сывлăш-десант дивизийĕн 217-мĕш парашютпа десант полкĕн артиллери дивизионĕн йышĕнче нацистсене хирĕç çапăçать.

СВОн пĕрремĕш кунĕнче, 2022 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче, Раççей çарĕн 200 десантникĕ Белоруссири Гомель хулинчен вертолетсемпе Киевпа юнашарти Гостомель аэропортне тытса илме вĕçнĕ. Вĕсем çитнĕ самантрах çапăçăва кĕнĕ. Асăннă çĕршыв территорийĕнченех унталла артиллерипе ытти çар чаçĕ те куçнă, çав йышра Феодор Кузьмин ертсе пыракан самоходнăй артиллери батарейи те.
Çул Чернобыль атомлă электростанци урлă иртнĕ, анчах планпа палăртнă куçăм пурнăçланман. Пирĕн подразделенисем час-часах тăшман засадисене лекнĕ е аркатнă кĕперсем умне пырса тухнă. Феодор Александрович каланă тăрăх, ахăртнех вĕсен маршручĕ пирки маларах пĕлтернĕ сутăнчăк пулнă. Чикĕрен 80 километр кĕнĕ ĕнтĕ вĕсем, анчах тепĕр вăйлă çирĕпленнĕ территорирен иртеймен: Мощун ялĕнче 1941-1945 çулсенчех тунă туннельсем, бункерсем, ытти çирĕплетнĕ вырăнсем хăйсен пĕлтерĕшне тỹрре кăларнă. Пирĕннисем пĕр уйăха яхăн тăнă çак направленинче, унтан Белгород облаçне тухма приказ панă. Мощунтан Киева çитме 20 çухрăм кăна юлнă пулнă…
Феодор Кузьмин аслă лейтенант çак таранччен мухтавлă çар çулне утса тухнă. Запорожье облаçĕнче кăна пулман вăл. Харьков облаçĕнчи Изюм, Луганск Халăх Республикинчи Попасная, Кременная, Херсон облаçĕ, Донбасс тăрăхĕнчи Бахмут, Часов Яр — хĕрỹ çапăçу вырăнĕсем.
— Унта пĕтĕм çĕрте çирĕплетнĕ районсем йĕркеленĕ пирки каларăм-ха ĕнтĕ, — пĕр пулăма вара уйрăммăн палăртасшăн пулчĕ офицер, — Попаснăйне штурмлама приказ илтĕмĕр, çапах та малалла куçма май çук. Сăртлă вырăнта тимĕр-бетонран ăсталанă дзотран пирĕн енне çунтараççĕ кăна. Мĕн тумалла? Икĕ «УРАЛпа» илсе килнĕ снарядсене пĕр чарăнмасăр яма пуçларăмăр. 600-е яхăн та пулчĕ пулĕ. Вара тин пăчланчĕç.
Расчетсем самоходнăй орудипе ытларах пĕр позицирен атакăлаççĕ. Тĕплĕ, хỹтлĕх мелĕсене шута илсе хатĕрленĕскертен. Палăртнă точкăсем çине снарядсем вĕçтернĕ хыççăнах çар техникине васкавлăн маскировка сеткипе хуплаççĕ, йывăçран ăсталанă «чỹречене» хупса хураççĕ.
— Сетка нумай кирлĕ, — тет «Яуза» хушма ятлă хỹтĕлевçĕ, — мĕншĕн тесен сирпĕнесси те, çунса каясси те пулать. Тăшман дронĕсем явкалансах çỹреççĕ. Тĕрĕссипе, самоходкăна та стройран чылай кăларчĕç вĕсем.
Феодорăн ашшĕ Александр Петрович та хỹтлĕх ыйтăвне питĕ лайăх ăнланать. «ZOV-Яльчики» волонтерсен ушкăнĕн хастар членĕ пулнă май, гуманитари пулăшăвĕн ыйтăвĕпе куллен тăрăшать. Мускавра вахта мелĕпе ĕçленĕрен, унтан хỹтлĕх тетелĕсем çыхма материалсем те илсе килет.
Алевтина Владимировна, паттăрăн амăшĕ те, ыр кăмăллăх акцийĕсенче айккинчи çын мар. «Елчĕкри çăкăр завочĕ» сахал яваплă обществăн директорĕн çумĕ пулса ĕçлет вăл. Коллектив кашни хутĕнчех салтаксем патне пылак шыв, ытти апат-çимĕç ăсатать.
Çемье пирки сăмах хускатнăран çакна та пĕлтĕмĕр: Феодор октябрĕн 1-мĕшĕнче пуçласа ашшĕ ятне илтнĕ. Мăшăрĕ, Екатерина, Шупашкарта тĕпленнĕскер, ăна хĕр парнеленĕ. Ашшĕ отпуска килмессерен Полинăн унăн ытамне ыткăнмалла пултăр…
«Яуза» подразделенийĕнче халĕ йыш пысăках мар — 30 ытларахăн кăна. Кашни салтакпа сержантăн кун-çулне вăл «витĕр» пĕлсе çитнĕ темелле. Характерне кура калаçăва кампа мĕнле йĕркелемеллине те аван чухлать. Кубинецсене, акă, тăваттăн вĕсем, ытларах алăсемпе вылятса ăнлантарма тивет. Контракт çырса килнĕскерсем кунтах Раççей гражданствине илме кăмăл тунă. Вĕсен çемье членĕсене те пирĕн çĕршыва куçма документсем хатĕрлеме пулăшассине Феодор Александрович хăйĕн çине илнĕ. Чăн-чăн командир çапла пулмалла та! Хăйне пăхăнса тăракансен кулленхи пурнăçне тимлĕхре тытни — вĕсен хисепне тивĕçни те.
…Артиллеристсем Днепр юхан шывĕ хĕрринче халĕ. Леш енче — Херсон.
Феодор Александрович КУЗЬМИН 1999 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Ĕнел ялĕнче çуралнă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ăс-тăн пухсан Санкт-Петербургри Михайловски çар артиллерийĕн академийĕнче (2021) «Сывлăш-десант çарĕнче артиллери подразделенине усă курасси» направленипе вĕреннĕ. Çапăçу ĕçĕсен ветеранĕ. Звани — аслă лейтенант. Паттăрлăх орденĕн, «Хăюлăхшăн», Жуков, «Çапăçура палăрнăшăн», II степень «Çарти паттăрлăхшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсен кавалерĕ.
Николай МАЛЫШКИН.
Ĕнел ялĕ.

