Ыран — ноябрĕн 1-мĕшĕнче — Суд приставĕн кунне паллă тăватпăр. Кăçал РФ суд приставĕсен службин институтне туса хунăранпа 160 çул çитет. Александр II императорăн суд реформи вăхăтĕнче йĕркеленĕ суд приставĕсен институчĕ истори тăршшĕпе патшалăхăн чи кирлĕ задачисене пурнăçлать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ право йĕркине тивĕçтерес, саккунсемпе суд йышăнăвĕсене пурнăçлас тĕллевлĕ.
Валерий Казаков ертсе пыракан суд приставĕсен Елчĕк округĕнчи пайĕнче хальхи вăхăтра 11 çын тăрăшать: Галина Иванова ертỹçĕ çумĕ, Александр Агеев суд приставĕ, Алексей Борисов, Артур Вершков, Антон Романов, Данил Чернов кĕçĕн суд приставĕсем, Роза Воронцова суд пристав-исполнителĕ, Наталья Николаева 3-мĕш разрядлă аслă специалист, Юрий Порфирьев водитель, Зоя Викторова техслужащи.
«Ĕçченсем пурте ĕçе парăннă, шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май çакна калама пулать. Производствăра асăннă тапхăрта кăçал пурĕ 8 пин ытла административлă ĕç пулнă, 4 пин ытла ĕçе вĕçленĕ. Патшалăх органĕсене, предприятисемпе организацисене, граждансене парăмçăсенчен пурĕ 47 миллион ытла укçа-тенкĕ шыраса илсе панă. Налукпа çыхăннă шыраса илнĕ парăм — 4 миллион тенкĕ ытла. 3 кварталта 163 гражданин тĕлĕшпе, çав шутра алимент тỹлеменшĕн 5 çын тĕлĕшпе, уголовнăй ĕç пуçарнă. Алимент тỹлесрен пăрăнакансенчен 6 миллион ытла укçа-тенкĕ шыраса илнĕ. Ĕç тăвакан документ ыйтнине пурнăçламаншăн суд приставĕ парăмçа тỹлеттернĕ укçа-тенкĕ виçи (исполнительский сбор) 3 миллион ытла тенкĕпе танлашнă (асăннă укçа-тенкĕ федераллă бюджета кĕрет), — палăртать Валерий Казаков ертỹçĕ. — Ыран эпир професси уявне паллă тăватпăр. Çак ятпа кашни сотрудника чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Çăмăл мар ĕçре ăнăçусемпе çитĕнỹсем пулччăр».
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕ.

