Чăваш Ен Правительстви, вăрман хатĕрлекенсем, «Пĕрле» фонд тата волонтерсен ушкăнĕсем СВО зонине тата республика шефа илнĕ Бердянск районне черетлĕ ыркăмăллăх грузĕ ăсатнă.
Инçе çула тухакан колоннăра пилĕк пысăк фура. Пĕтĕмпе 100 тонна ытла груз. Çав шутра — 85 кубла метр йывăç-хăма, 11 мотоцикл, 1 УАЗ автомобиль, 5 квадрокоптер, 9 дрон, 3 РЭБ, стройматериалсем, йĕркелỹ техники. Шкулсене ноутбуксем, музыка оборудованийĕ, газонокосилкăсем, тĕрлĕ инструмент, япала çумалли машинăсем, канцеляри таварĕсем çитĕç.

