Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
«Пирĕн тĕп тĕллев — медицина учрежденийĕсене çамрăк кадрсемпе тивĕçтересси. 2024 çулта «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсемпе республикăри медицина учрежденийĕсене 62 врача тата вăтам медицина звенинчи 37 специалиста ĕçе вырнаçтарнă. Ку енĕпе малашлăхра та тивĕçлĕ ĕçлесе, медицина ĕçченĕсене пулăшассине анлăлатса пыратпăр.
Юлашки пилĕк çулта тухтăрсемпе тивĕçтересси 12 процент ỹснĕ. 2020 çулта тухтăрсемпе тивĕçтерес кăтарту 10 пин çын пуçне 44 тухтăр пулнă пулсан, иртнĕ çулхи кăтарту çапларах: 10 пин çын пуçне 50 тухтăр».
Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ квалификациллĕ кадрсемпе ĕçлессине те малти вырăна хурать. Асăннă наци проекчĕн «Медицина кадрĕсем» федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн çамрăк специалистсем тĕрлĕ сиплев учрежденийĕсене, çав вăхăтрах яллă вырăнсенчисене те, ĕçлеме вырнаçаççĕ.
Куç умĕнчи тĕслĕх — Мария Пыркина участокри терапевт тухтăр. Вăл «Земство тухтăрĕ» патшалăх программипе килĕшỹллĕн Елчĕкри тĕп больницăра вăй хурать.
Мария 1999 çулта Владимир облаçĕнчи Муром хулинче çуралнă. Ачаранах хăйĕн пурнăçне çынсене чир-чĕртен хăтăлма пулăшас ĕçпе çыхăнтарма шутланă çамрăк. Чăваш Енĕн тĕп хулинче экскурсире пулнă май вăл Шупашкара питĕ килĕштернĕ, шкул пĕтерсен шăпах çакăнти аслă шкулта медицина пĕлĕвĕ илме шутланă. Елчĕк тăрăхĕнче вара Мария хăйĕн çемье телейне те тупнă, вырăнти каччăпа мăшăрланнă, пепкеллĕ пулнă. 2023 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мария Викторовна «Сиплев ĕçĕ» специальноçпа аккредитаци витĕр тухнă, врачсене пулăшу паракан çỹлерех асăннă «Земство тухтăрĕ» программăпа Елчĕкри тĕп больницăна ĕçе вырнаçнă.
«Юратса суйласа илнĕ профессипе ĕçлени мана савăнăç та телей кỹрет. Пирĕн коллектив пĕр шухăшлă та туслă. Алина Геннадиевна тĕп тухтăр, çума-çумăн вăй хуракан хăйсен ĕçĕнчи чăн профессионал ĕçтешсем мана куллен пулăшса пынине, ăсталăха аталантарма хавхалантарнине туйса тăратăп. Чи пĕлтерĕшли вара манăн ĕçре — эпĕ кашни кунах хамăн пациентсене усă кỹме пултарни, таврари çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшни. Яллă вырăнта тăрăшакан медицина ĕçченĕсене патшалăх социаллă пулăшу, укçа тỹлевĕсемпе тивĕçтерни те пирĕншĕн, тин ĕç биографине, çемье пурнăçне пуçланă çамрăк специалистсемшĕн, чăннипех те пысăк тĕрев», — пĕлтерет хăйĕн шухăшне çамрăк тухтăр.
(Хамăр корр.).

