Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тăвассине Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн 1999 çулхи майăн 31-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Çак кун эпир ирхи шуçăмпа вăранса кану кунĕсĕр, отпуск мĕн иккенне пĕлмесĕр уй-хирте тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтерекенсене, халăха пахалăхлă сĕтпе, аш-какайпа тата ытти продуктсемпе тивĕçтерекен ферма ĕçченĕсене саламлатпăр.
Çĕр ĕçĕ — йывăр ĕç, çак ĕçре çирĕп кăмăллă та теветкеллĕ, тăван çĕр-аннемĕре чăннипех парăннă çынсем анчах вăй хума пултарнине эпир хамăр округри уй-хир ĕçченĕсен кашни çулхи тĕслĕхĕнче уççăнах курса ĕненетпĕр. Кăçалхи вырма та мĕн тери йывăр условисенче иртнине пăхмасăр, округри çĕр ĕçченĕсем палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçларĕç — пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тăкаксăр пухса кĕртрĕç, пысăк тухăç алла илчĕç. Шăпах çак кунсенче Чăваш Енри аграрисен 2025 çулхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май округ шайĕнчи кăтартусемпе паллаштарма ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕнчен Сергей Волковран ыйтрăмăр.
— Кăçал çĕр ĕçĕнчи рекордлă кăтартусем уява çĕкленỹллĕ кăмăлпа кĕтсе илме хистеççĕ. Сергей Геннадьевич, вырма ĕçĕсене пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?
— Хĕрỹ вăхăтри çанталăк условийĕ уй-хирти ĕçсене тухăçлă йĕркелесе пыма пысăк чăрмав кỹчĕ пулсан та кĕр мăнтăр килнипе, палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçлама пултарнипе савăнатпăр.
Округ уй-хирĕсенче пĕтĕмпе акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ 41265 гектар пулнă, çав шутран тыр-пул — 23206, выльăх апачĕ валли уйăрнă культурăсем — 14134, техника культурисем — 1588, çĕр улми — 348, пахча çимĕç культурисем 110 гектар йышăннă.
Çапла майпа ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кăçал малтанхи хут палăртнă виçепе 101185 тонна тырă алла илнĕ. Алласа кĕлете кĕртнĕ виçе 98071 тоннăпа танлашнă, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 42,3 центнер. Çакăн чухлĕ пысăк ĕçе пурнăçлама, чи малтанах, ертỹçĕсемпе специалистсем, механизаторсем тата уй-хирсемпе фермăсенче вăй хуракансем пысăк тỹпе хывнине уйрăммăн палăртса калатăп. Акнă лаптăксен структурине ялан çĕнетни, палăртнă анасенче тăпрана çемçетни, ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессинче малта пыракан технологисене ĕçе кĕртни те, паллах, кăтартусене çулсерен ỹстерсе пыма май панипе пĕр вăхăтрах малашлăхра хамăр ума тата çирĕпрех тĕллевсем илме хистет.
Ỹсен-тăран отраслĕнчи тухăçлă ĕç фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хатĕрлеме май пачĕ. Çакна тĕслĕхпе çирĕплетсе паратăп, пĕр условлă выльăх пуçне 26 центнер апат единици чухлĕ выльăх апачĕ кирлĕ пулсан, пирĕн округри ял хуçалăх организацийĕсенче ăна 37,8 центнер апат единици чухлĕ хатĕрлесе хăварнă. Çавăн пекех округри уйрăм хушма хуçалăхсене пурне те кирлĕ таран выльăх апачĕпе тивĕçтерме пултарнă.
— Çанталăк условийĕсене пăхмасăр чи пысăк тухăçлă тыр-пул алла илнĕ ял хуçалăх предприятийĕсенчен хăшĕсене уйрăммăн палăртнă пулăтттăр?
— Ĕçлĕ ăмăртура малтисен ретне йышăннă ял хуçалăх организацийĕсен çитĕнĕвĕсем пирки, паллах, савăнса, хавхаланса кăтартатпăр. Кашни çулхи тĕслĕхлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе палăракан «Сатурн» ЯХПКра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен кăçал та тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ, 1 гектар пуçне шутласан вăл 61,2 центнерпа танлашать. «АСК-Яльчики» ОООра та вăтам тухăç — 61,2, «Энтепе» ОООра — 55,6, «Рассвет» ЯХПКра — 53,5, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 46,2 центнер.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен кăтартăвĕсем те курăмлă. Александр Филиппов фермер, тĕслĕхрен, 1 гектартан 52,4 (пурĕ 368 гектар) центнер тĕш тырă, 500 центнер (пурĕ 250 гектар) сахăр чĕкĕнтĕрĕ пухса кĕртме пултарчĕ.
«АСК-Яльчики» ОООра малта пыракан технологисене тата ял хуçалăх культурисене шăварассине ĕçе кĕртнĕрен çĕр улми çитĕнтерес енĕпе пысăк çитĕнỹсем тунă. Ăна кунта 232 гектар лаптăк çинчен пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç 382,5 центнерпа танлашнă.
— Агропромышленность комплексне аталантарасси çине Чăваш Республикин Правительстви те пысăк тимлĕх уйăрать.
— Кăçал та агропромышленность комплексне аталантарас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕн мĕнпур мерисене сыхласа хăварнă. 2025 çулхи 9 уйăхри тапхăрта федераци тата республика бюджечĕсен укçи-тенкипе пурĕ 121 миллион та 109 пин тенкĕлĕх усă курнă.
Хальхи вăхăтра, пурте пĕлетпĕр, çемье фермисене аталантармалли, ял хуçалăх потребителĕсен тин йĕркеленĕ тата чылай çул ĕçлекен кооперативĕсене техникăпа оборудовани туянма пулăшакан грантсемпе, «Агростартап», «Перспектива» грантсемпе те усă курма пулать.
Округри ял хуçалăх организацийĕсенче хальхи йышши техникăпа анлăн усă курни — ял хуçалăх отраслĕн ăнăçлă аталанăвĕ пулнине пĕлсе тăратпăр. Çакна шута илсе округри хуçалăхсенче техника паркне çĕнетессипе тĕллевлĕн тимлеççĕ. Вĕсем техникăна тĕрлĕ майсемпе усă курса туянаççĕ. Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне инвестици кредичĕсемпе, лизинг майĕпе тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса çĕнĕ ял хуçалăх техникине 251 миллион тенкĕлĕх, пурĕ 28 единица туяннă.
— Отчетлă тапхăрти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ, малашлăх тĕллевсем пирки чарăнса тăни те вырăнлă пулнă пулĕччĕ.
— Выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçлĕ шайра аталантарни шанчăклă укçа-тенкĕ çăлкуçĕ пулса тăнине те лайăх ăнланатпăр. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан мĕнпур категорири хуçалăхсенче пурĕ 26038 тонна (100 процент) сĕт, 2056 тонна аш-какай (100 процент) туса илнĕ. Хальхи вăхăтра мĕнпур категорири хуçалăхсенче 12338 пуç, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсемпе 9 хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 9397 пуç мăйракаллă шултăра выльăх шутланать. Сăвăнакан ĕнесен хисепĕ — 4756 пуç. Ку чухне вара выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессине ỹстерес тесен инвестицисене явăçтармалла, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн пурлăхпа техника никĕсне, ăратлă выльăх кĕтĕвĕн продуктивлăхне ỹстермелле, отрасле пысăк квалификациллĕ специалистсемпе — ветеринарсемпе тата зоотехниксемпе тивĕçтермелле. Пурлăх ресурсĕсемпе пĕлсе, тухăçлă усă курни тата выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансен ĕçне тивĕçлипе йĕркелесе пыни экономика тата финанс тĕлĕшĕнчи темле йывăр условисенче те пысăк кăтартусене çывхартма май парать. Çакна эпир хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе округра чи лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсен тĕслĕхĕсем çинче те хамăр курса ĕненетпĕр.
— Çитес кунсенчи округри аграрисен професси уявĕ умĕн çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче тата продцукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсене мĕн сунатăр?
— Чи малтанах ял хуçалăх производствин ветеранĕсене уйрăм тав сăмахĕ. Округри ял хуçалăх отраслĕн историне никĕслекенсем хăйсен пĕлĕвне, профессире ĕçлесе пухнă пысăк ăсталăхне çамрăк специалистсене пама тăрăшаççĕ.
Хисеплĕ ял ĕçченĕсене — çăкăр çитĕнтерекенсене, выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансене, продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра вăй хуракансене, ветерансене çитес кунсенче округра пулса иртекен уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп. Сирĕн пархатарлă ĕçĕр, чăннипех, пысăк хака тивĕçлĕ.
Светлана АРХИПОВА
калаçнă.

