Полици ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл мар. Преступленисен çулне пỹлес, тунă преступленисене уçса парас тĕллевпе кăнтăрла та, çĕрле те тĕрлĕ вырăна çитме тивет вĕсен. Округри полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, çулçỹрев йĕркине пăхăнассине тивĕçтерес, терроризма, коррупцие, ытти сиенлĕ пулăмсене хирĕç тивĕçлипе кĕрешес тата ытти тĕллевпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Уяв умĕн эпир полици пайĕн коллективĕпе тĕл пултăмăр.
«Округри йĕрке хуралĕпе çыхăннă лару-тăру, тĕпрен илсен, япăх мар. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене вăхăтра тупса палăртса уçăмлатас, вĕсен çулне пỹлес тесе çине тăрса ĕçлетпĕр, — палăртать Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Дубинов. — Пирĕн коллектив çамрăк пулнине те палăртмалла. Харсăр, хăюллă, шанчăклă сотрудниксем шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. Çапах та полици пайне ĕçченсем тата та кирлине пĕлтерсе çамрăксене хамăр йыша ĕçлеме йыхравлатпăр.
Умра — Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ. Çак пысăк уяв ячĕпе эпĕ кашни сотрудника тата вĕсен çемйисене, хăй вăхăтĕнче шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ ветерансене чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшỹ сунатăп».
Е.ПЕТРОВА.

