Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ГТО хастарĕсен йышĕнче

ГТО хастарĕсен йышĕнче

Округра «Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлакансен йышĕ ỹссех пырать.

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти кĕçĕн классенчи сакăр вĕренекен те çак ушкăна кĕнĕ. Директорăн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алиса Смирнова тата физкультура учителĕ Борис Клементьев савăнăçлă лару-тăрура вĕсене ГТОн 2-мĕш сыпăкри значокĕсене тата ăна çирĕплетекен удостоверенисене панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code