Кашни ялăн ят-сумне унта çуралса ỹснисем çĕклеççĕ. Тип Тимеш Карповсен йăхĕпе тачă çыхăннă теме пулать. Вĕсен йышĕнчи çар ĕçĕнче, ял хуçалăхĕнче, спортра палăрнисене округра пурăнакансем те аван пĕлеççĕ.

Чи вăрăм ĕмĕрли пирки сăмах хускатас пулсан та, Карповсен йышĕнченех: Христофор Димитриевич килес çулхи январь уйăхĕнче 95 çул тултарать. Паянхи шурсухал хăй вăхăтĕнче çар службинче 4 çул пулнă. Колхоз производствинче тĕрлĕ должноçра вăй хунă. Унăн хастарлăхĕ çинчен наградисем те «калаççĕ»: «Хисеп Палли» орден, «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят.
Ывăлĕ Анатолий те пурнăç ырлăхне хулара шыраман. Совет Çарĕн Венгрири ушкăнĕнче салтак тивĕçне пурнăçласан «Правда» колхозри комсомол комитечĕн секретарĕнче, спорт инструкторта, заправщикра тата ытти ĕçре тăрăшнă.
Карповсенчен кĕçĕнни — Евгений — Шупашкарти Никольский ячĕллĕ професси колледжне пĕтерсен, аслисем пекех, 2023 çулхи апрель уйăхĕнче çĕршыв хуралне тăнă. Приморск крайĕнче артиллери полкĕнче çар машинин командирĕ пулнă вăл. Автомеханике вĕренни çарта хăйĕн вырăнне тупнă та. Çичĕ уйăхранах кĕçĕн сержант службăна контракт йĕркипе тăсма шутлать. Рота командирĕ ăна çавна май хăйсен чаçĕнчех юлма пултарасси пирки пĕлтерет. Евгений Карпов вара пачах урăх шухăшлă — ятарлă çар операцине кайма тĕв тытать.
— Суйлав кунĕнче, клубраччĕ ун чухне, — иртнине мала кăларать амăшĕ Елена Николаевна. — Каçхине ывăлăм шăнкăравларĕ. «Ыран СВОна тухса каятпăр», — терĕ. Пĕр сăмах калаймасăрах кутăн кайса ларăттăмччĕ.
Ывăлĕ СВОра та артиллери полкĕнче, анчах çар техникипе мар, пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе çыхăннă. Аслă оператор. Халĕ вăл çар ĕçĕн ветеранĕ ĕнтĕ, унăн хăюлăхне Жуков, II степень «Çарти паттăрлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсемпе хакланă.
Салтак хĕсмете хĕç-пăшаллă зонăра тăснăшăн ỹкĕнмест, çав вăхăтрах çемьепе çывăхрах пулас килнине те пытармасть. Мăшăрĕ, Татьяна, Каçал тăрăхĕнчен. Тăватă уйăхри Марк уйрăмах туртать ашшĕне хăй патне.
Запорожье облаçĕнчи Пролетарское ялĕ — Женьăсем тăракан подразделенин вырăнĕ. Тĕрĕсрех каласан, ун çывăхĕнчи вăрманта. Кунтанах темиçе салтака Смоленска БПЛАпа ĕçлеме вĕренме янă. Пĕр уйăхран специалист пулса таврăннă вĕсем.
Вунпĕр çынран тăракан взвод разведка тата тĕрĕслетỹ енĕпе ĕçлет.
— Вăрттăн вырăнтан пилотсăр самолет кăларса яратпăр та, тăшманăн артиллери орудийĕсене шыратпăр, — хăйĕн тивĕçĕпе паллаштарать 27-ри «Хищник» (хушма ячĕ). — Кăтартусене çийĕнчех артиллеристсен штабне ярса пыратпăр.
Эпир яракан самолет 30 километра вĕçме пултарать, 10 сехет хушши. Кăнтăрла вĕçтерекенни те, каçхи те пур. Самолетсене чылай çухатрăмăр. Тăшман та çывăрмасть: камикадзе дронсемпе тăрăнтарать. Техникăра кăлтăк тупăнсан, май пур таран юсав ĕçĕпе хамăр та аппаланатпăр.
Взвод виçĕ позицире вырнаçнă. Кашниех пĕр-пĕринпе çыхăнса, канашласа, пĕр-пĕрне пулăшса «ĕçлеççĕ». Тăшманăн çар точкисене шырани кăна мар, асăрханулăх пирки те манас пулмасть, мĕншĕн тесен хирĕççисем те çав тивĕçех пурнăçлаççĕ.
— Салтакăн пушă вăхăт пур-и? — ыйтатăп Женьăран.
— Вăхăчĕ тупăнсан та алă усса лармастпăр. Хỹтлĕх ыйтăвĕпе ĕçлетпĕр, территорие, гаражсене (УАЗ, «Нива» автомашинăсем тытаççĕ. — ред) тирпейлетпĕр.
СВО паттăрĕсемпе сăмахланă май кашнинчех вĕсен пурнăç условийĕсемпе кăсăкланатпăр. Патшалăх енчен апат-çимĕçне уйăраççĕ пулсан та, вăл унти лару-тăру ыйтнине пур пĕрех тивĕçтермест иккен. Çавна май мĕн кирлине лавккаран хăйсем те илеççĕ. Шыв ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч. Кашни салтака талăка 1,5 литр шыв параççĕ. Вăл — ĕçме те, апат пĕçерме те…
Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлес тата ăсатас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕç туса ирттереççĕ. Елена Карпова — вĕсенчен пĕри. «ZOV Яльчики» волонтерсен ушкăнĕн штабĕн хастар членĕ вăл. Тăрăшулăхне кура нумаях пулмасть ăна тата Тип Тимешри тепĕр виçĕ волонтера «За содействие специальной военной операции» медальпе чысланă. Çакна та палăртмалла: иртнĕ эрнере кайнă ыркăмăллăх конвойĕ пирĕн ентеш тăракан подразделение 4 УАЗ урапи, ытти кирлĕ япала парса хăварнă.
— Тепĕр чухне тĕл пулса чăвашла калаçни те теме тăрать, пурте тăвансем пек, — кăмăлне ирĕке ярать кĕçĕн командир. — Пĕрлĕх вăйне туйса илетĕн, хавхаланатăн та.
Николай МАЛЫШКИН.
Тип Тимеш ялĕ.

