Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
«Чăваш тĕрри — наци культурин пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Вăл халăха пĕрлештерет, пĕрлехи йăла-йĕркепе культура аталанăвне кăтартать. «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проекта илер. Çак пысăк калапăшлă ĕçре пирĕн маçтăрсем çĕршыври халăхсен пĕрлĕхне кăтартса пама пултарчĕç. Çакăн евĕр алă ĕçĕсен проекчĕсене пулăшасси наци культура эткерлĕхне упраса хăварма тата аталантарма май паракан меслет шутланать».
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн ноябрĕн 26-мĕшĕнче кашни çулах Чăваш тĕррин кунне уявлаççĕ.
Уява мĕншĕн çак кун паллă тăваççĕ? Ыйтăва уçăмлатар: çак кун 1914 çулта республикăра тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарма, йăла-йĕркене упраса хăварма тата ăна ламран-лама парса хăварассишĕн чунтан тăрăшса ĕçленĕ тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова çуралнă.
Авалхи чăваш тĕрри илемлĕ те асамлă, вăл икĕ енчен пăхсан та пĕрешкел. Тата мĕнпур тĕрĕре геометри орнаменчĕ пур, чăваш тĕррине вулама та пулать. Тĕрлĕ этнографи ушкăнĕнчи чăваш хĕрарăмĕсем хăйсен вырăнти тĕрлĕ мелĕсемпе усă курнă, хăйне евĕр çĕвĕсем (вĕсем 26 таран шутланаççĕ: ỹкерчĕк, чалăш çĕвĕ, тамбур тата ыт.те) хатĕрленĕ. Пĕр енлĕ те, икĕ енлĕ те тĕрленĕ. Чăваш эрешĕн композици тытăмĕн уйрăмлăхĕ — геометрилле тĕрĕсене ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх кĕввисемпе пĕрлештерни. Юратнă тĕссем — пусăрăнчăк хĕрлĕ, марен (сарă-симĕс) тĕсĕсем симĕс тата хĕрлĕрех сарă (сайрарах — кăвак тата хăмăр) тĕссемпе пĕрлешсе тăраççĕ. Юланутсен тĕрринче — эрешри тĕссен çирĕп гамми, вĕтĕ çĕвĕсемпе тĕрĕсем; анатрисен — пĕчĕк тĕрĕсемпе пĕрлешекен нумай тĕслĕ пысăк ỹкерчĕксем.
Чăвашсем пиçиххисене, сурпансемпе хăюсене те тĕрлесе тĕртнĕ, шнурсем çыхнă. Пушкăрт тата тутар халăхĕ витĕм кỹнипе пулĕ Урал тăрăхĕнчи чăвашсем хушшинче чаршавсемпе нумай тĕслĕ çăм кавирсене тĕрĕллĕ тĕртес йăла çирĕпленнĕ. Уйрăмах пуç хатĕрĕсемпе эрешсем тунă чухне шăрçа, укçа, шапа хуранĕ (хуртпуççи) çĕлесси анлă сарăлнă.
… Анатри чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ тата епле капăр! Тĕррисем куçа илĕртеççĕ. Ахальтен мар пирĕн республикăна çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ теççĕ. Эпир те Елчĕкри тĕп библиотека никĕсĕ çинче çывхаракан уяв ячĕпе «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ» курав хатĕрлерĕмĕр. Кунта чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесемпе, ал ĕçĕн япалисемпе паллашма, çавăн пекех чăваш тĕрри çинчен çырнă сăвăсене те вулама пулать. Хисеплĕ вулакан, килсе паллашсам Чăваш тĕррин кунне халалланă куравпа.
В.ГАВРИЛОВА,
библиотекарь.

