Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пирус сывлăха сиенлет

Пирус сывлăха сиенлет

Ноябрь вĕçĕнче Чăваш Енре табака хирĕç кĕрешмелли эрне иртет. Ăна çак уйăхăн виççĕмĕш кĕçнерни кунне тивекен Пĕтĕм тĕнчери табак туртма пăрахмалли куна халаллаççĕ.

Пурнăç вăрăмăшĕ тата унăн пахалăхĕ сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынинчен чылай килет. Сывă йăлана вĕренсе пурнăçа кĕртме нумай тăрăшма тивет пулсан, усалли вара хăвăртах çыпăçать. Сывлăха аркатакан хăнăхусенчен пĕри — табак туртни. Çак наркăмăш мĕн тери хăрушă пулнине пиртен кашниех пĕлет пулсан та, чылайăшĕ ăна çăвара хыпать.

Юлашки вăхăтра шкулсенче вĕренекенсем те табак е электронлă сигарет туртни çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Ыйтса пĕлнĕ тăрăх, вунсаккăра çитмен ачасен 40 проценчĕ пирус е электронлă сигарет туртса курнă. Пире, тухтăрсене, уйрăмах çак наркăмăша çамрăк хĕрсем те тиркеменни пăшăрхантарать. Мĕнле ачасем çуратма пултараççĕ-ха вĕсем çитĕнсе çитсен, çемье çавăрсан?

Пирус сиенĕ туртма пуçласанах тỹрех курăнмасть, çавăнпа та нумайăшĕ чир-чĕр вĕсене пырса çакланмасть тесе шутлать. Туртма пуçлакансем пурте кăштах туртатăп та, кирлĕ пулсан çăмăллăнах пăрахатăп теççĕ. «Эпĕ табак серепине парăнман, ман усал йăла кăна, кирлĕ пулсан тỹрех пăрахатăп», — теççĕ. Анчах та никотин питĕ ултавлă наркăмăш, кашни туртмассерен ăна органзим нумайрах та нумайрах ыйтма пуçлать.

Çамрăк ачасем хăйсене çитĕннĕ çын пек патвар кăтартас, е ыттисенчен компанинче уйрăлса тăрас мар тесе туртма пуçлаççĕ те, хăш вăхăтра серепене кĕрсе ỹкнине хăйсем те ăнланса юлмаççĕ. Чылайăшĕ вара çак наркăмăшпа туслашма электронлă сигаретран пуçлать. «Электронлă сигаретăн сиенĕ сахалрах, вĕсем туртма пăрахма пулăшаççĕ», — тенине те илтме пулать кунсерен. Хăшĕ-пĕри никотинсăр шĕвеке вăхăтлăх усă курса хăйне хăй улталама тăрăшать. Тĕслĕхсене шута илсен çакна çирĕплетсе калама пулать: никотин пирусра та, электронлă сигарет шĕвекĕнче те пĕр япалах. Енчен те никотинсăр шĕвекпе усă курса туртма пăрахатăп тесен, çын организмĕ çавах никотин ыйтма пуçлать. Вăл вара каялла çĕнĕрен ахаль пирус туртма е никотин шĕвеклĕ электронлă пируса туртма пуçлать.

Статистика çакна çирĕплетет: туртакансен 80 проценчĕ пирус туртма пăрахасшăн, 25 проценчĕ вăхăтлăх пăрахать те каллех туртма пуçлать. Пуринчен те пулмасть туртма пăрахасси. Чăн та, пируса наркотик шутне кĕртме пулать, унран хăтăлма питĕ йывăр. Кунта татăклăн шутласа илни тата çирĕппĕн çине тăни кирлĕ. Пирус туртма пăрахма шут тытсан темиçе сехет туртмасан, çынна тем çитмен пек туйăнать, çывăрайми пулать, тарăхма пуçлать. Черетлĕ сигарета туртса яни кăна çынна лăпланма пулăшать. Никотин питĕ вăйлă пăхăнтарать, пуç мимине пысăк витĕм кỹрет.

Кашни пирус туртмассерен тĕтĕмпе пĕрле тĕрлĕ сиенлĕ япаласем кĕреççĕ организма, никотин виçи пухăнса пырса шалти органсене амантать. Туртакансем ытларах инсультпа, чĕрен инфаркчĕпе аптраççĕ. Сывлăш органĕсен рак чирĕпе чирлекенсенчен 80 проценчĕ таран — пирус туртакансем. Пирус тĕтĕмĕнчи наркăмăш организм ылмашăвне улăштарать, сахăр йышăнасси начарланать, чĕре ĕçĕ япăхланать, мышца вăйĕ, юнăн кислородпа пуянланаслăхĕ чакать. Çавна пула çын хăвăрт ывăнать, тулхăрать, вăй-халĕ, ăс-тăнĕ чакать, хăвăрт ватăлать, сăн тата çỹç илемĕ пĕтет, куçĕ те япăх курма тытăнать. Темиçе уйăх пирус туртнă хыççăн çыннăн астуса юласси, реакци хăвăртлăхĕ, тимлĕх чакни палăрать. Ачасем вара кирлĕ пек ỹсеймеççĕ.

Туртма пăрахас шухăшлă, анчах та ку таранччен пăрахма вăй çитереймен çынсене çапла сĕнес килет. Туртма пăрахсан харăсах вăхăт та, укçа та, сывлăх та хушăнать. Кунтан пысăкрах пуянлăх çук. Туртма пăрахас шухăшлă тепĕр юлташ тупсан çăмăлрах. Пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пыма пулать. Тата туртакан çынсем хушшинче сахалрах пулма тăрăшмалла, кирек кам сĕнсен те тỹрех хирĕçлемелле. Ирхине тăрсан пирвайхи сигарета çăвара хыпас туртăма май пур таран каярах вăхăта куçарса пымалла. Туртакан сигаретсем хушшинчи вăхăта ỹстерме тăрăшăр. Туртмаллине туянма мĕн чухлĕ укçа тăкакланине шутласа пыни те хавхалантарĕ. Шухăшланă кунран тытăнмалла, çывăх çынсене сигарет туртма пăрахма шутлани çинчен калас пулать, çак вăхăтра сирĕн кăмăл пусăрăнчăк, улшăнуллă пулма пултарассине те асăрхаттармалла. Сигаретран хăтăлсан сывлăх çирĕпленесси, пурнăç кăсăклăрах пуласси пирки шутлмалла. Ытларах çуран утмалла, спортпа туслă пулма тăрăшмалла, юратнă ĕçпе аппаланмалла, çемьене вăхăт ытларах уйăрмалла. Сывлăхран хакли нимĕн те çук, ăна укçапа туянса илеймĕн. Сывлăх пулсан — пурте пулать. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисемшĕн тĕслĕх пулмалла, сывлăха упрама ачаран вĕрентмелле.

Туртакансен шучĕ сахал мар пулин те, паянхи çамрăксенчен нумайăшĕ сывлăх çине тимлĕх уйăрма тăрăшнине те палăртмалла. Вĕсем çĕнтерỹ тума çирĕп сывлăх кирлине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та сывлăха çирĕплетекен йăласане ỹстерсе, спортпа туслă пулса, савăк чунпа пурăнма тăрăшаççĕ. Çакăн пек çамрăксенчен тĕслĕх илер пурнăçра. Сиенлĕ йăласемпе туслашса пурнăçа тĕксĕмлетер мар.

Рената ШАКОВА,
нарколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code