Вторник, 6 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн тĕреве туйса тăччăр

Пирĕн тĕреве туйса тăччăр

Украина территорийĕнче ятарлă çар операцийĕ пынă май, округри ялсенче пурăнакансем салтаксене тĕрлĕ пулăшу кỹреççĕ. Вăл çапла пулмалла та: унта пĕр вĕçĕмсĕр çапăçаççĕ пулсан, пирĕн те пулăшма чарăнмалла мар. Хỹтĕлевçĕсем ял-хуларисен тĕревне тăтăшах туйса тăччăр.

Эпир, Каркаларта пурăнакансем, май пур таран çапла тума тăрăшатпăр та. Хальтерех кăна округри волонтерсенчен хамăр çыхса хатĕрленĕ 30 маскировка сетки парса ятăмăр. Пĕчĕк ялшăн çакă сахал та мар тесшĕн. Унсăр пуçне манăн ывăлăмăн çарти юлташĕсем — Тỹскелти «Тайга» тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи «Зенит» 8 тетел илсе кайрĕç. Унта ăшă нускисем, конфетсем чиксе ятăмăр.

Ялти кану пỹлĕмне кашни кун тенĕ пек 15-17 çын пуçтарăнать. 3-4 сехет хушшинче сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр.

Сеткине ял çыннисенчен пуçтарнă укçапа лавккаран хамăр туянатпăр. Лентăлăх материала манăн Алина хĕрĕм хăй ĕçлекен Шупашкарти пĕр заводран илсе килет.

Хам ятран пĕрле ыркăмăллăх акцине хутшăнакансене тав тăвас килет, малалла та тăрăшса ĕçлер.

Людмила ОРЛОВА.
Каркалар ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: ырă та пархатарлă ĕçе хутшăнакансем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code