Пурнăç таппи çыннăн кун-çулне темĕнле те çавăрттарать. Тепĕр чухне хăв шутланă е палăртнă пек пулмасса та пултарать.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Вероника Портнова çамрăклăх тапхăрĕнчен иртни нумай çул мар-ха. Тутарстанри Теччĕ хулинче кĕçĕн классен учительне вĕреннĕ хыççăн вăл Саратова çул тытать. Унта вара лавккара сутуçă ĕçĕпе тимлет. Çулсем иртнĕ май Вероника Сергеевна Турă пỹрнине тĕл пулать: Дагестанри нагай çыннипе — Тимур Абдулхаировпа — çемье çавăрать. 2002 çулхи июнь уйăхĕнче пĕрремĕш пепкине, Азамата, кĕтсе илеççĕ вĕсем, унтан — Алинăна.
Интернационалла туслă çемье чылай çул чăваш ялĕнче те пурăнать. Ачасен амăшĕ «Победа» хуçалăхра, ытти тытăмра ĕçлет. Çак тапхăрта Азамат пуçласа В.В.Зайцев ячĕллĕ вăтам шкул алăкне уçать. Кунта пухнă «4» тата «5» паллăсене Канашри медицина колледжĕнче тăватă çул çирĕплетет. Дипломлă каччăна Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче хапăл пулаççĕ.
2024 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче Азамат Абдулхаиров (сăн ỹкерчĕкре) — Раççей çарĕн ретĕнче. Кăçал çак кунах демобилизациленнĕ. Служба вăхăчĕ хăйĕншĕн çăмăл иртнине пĕлтерет вăл. Кунта ĕнтĕ спортпа туслă пулни пулăшнах: Азамат Александр Портнов тренер-преподаватель ертсе пынă ялти «Юман» спортклубра йывăр атлетика секцийĕнче пиçĕхнĕ. 73 килограма çитичченхи виçере ăмăртнăскер, районта çеç мар, республика шайĕнче те нумай хутчен çĕнтерỹçĕ медалĕсене тивĕçнĕ.
Азамат Абдулхаиров ефрейтор Тамбов хулинчи радиоэлектронлă кĕрешĕвĕн çар чаçĕнче службăра тăнă. Должноçĕ те пĕчĕк мар — чаçри медицина службин начальникĕн пулăшуçи.
Çар тивĕçне тĕслĕхлĕ пурнăçланăшăн, çирĕп дисциплинăллă пулнăшăн, обществăлла ĕçсене активлă хутшăннăшăн ăна çар чаçĕн командованийĕн Тавĕпе хавхалантарнă.
Кăçалхи октябрь уйăхĕнче вара çар чаçĕн командирĕнчен Ю.Губсков полковникран Тав çырăвĕ килнĕ. Хальхинче ашшĕпе амăшĕн ячĕпе.
«Хисеплĕ Тимур Бегалиевич тата Вероника Сергеевна!
Тулли кăмăлтан çакна пĕлтеретпĕр: сирĕн ывăлăр, Азамат Абдулхаиров ефрейтор, пирĕн чаçре службăра тăнă май, хăй тĕплĕ, тăрăшуллă, ĕçчен салтак пулнине кăтартрĕ. Ытти лайăх енĕсене кура та вăл командирсемпе ĕçтешĕсем хушшинче хисепе тивĕçрĕ. Сăпайлăх, таса кăмăл, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарни те — унăн характерĕнчи ырă енсем.
Командовани сире ывăлăра тивĕçлĕ воспитани панăшăн — чăн-чăн çĕршыв хỹтĕлевçине çитĕнтернĕшĕн тав тăвать. Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр», — тенĕ унта.
Азамат çак кунсенчех малтанхи ĕç вырăнне пуçăнасшăн. Кĕтеççĕ ăна унта. Вăл хăйĕн пурнăçри вырăнне тупнă — çавă паха. Тетĕшĕн çулне, калас пулать, йăмăкĕ те суйласа илнĕ — медика вĕренет.
…»Пурнăç таппи» терĕмĕр те, унăн кустăрми аслисене Мускав хулине илсе çитернĕ. Вероника Сергеевна чугун çул çарĕнче повар пулса ĕçлет. Мăшăрĕ вара вахта мелĕпе Чукотка автономи округне çỹрет. Вырăнти халăх валли ĕçмелли шыв турттарать вăл…
Н.ФЕДОРОВ.

