Вторник, 8 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Киленсе пăхатăп чăваш тĕррине…

Киленсе пăхатăп чăваш тĕррине…

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче пулнă Чăваш тĕррин кунне округри хĕрарăмсен канашĕн вырăнсенчи хастарĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Елчĕкри тĕп больницăри, Лаш Таяпа, Курнавăш, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа территори пайĕсене пĕрлештерекен ялсенчи хĕрарăмсем çакна хăйсен фотоотчечĕсенче уйрăмах уçăмлăн çирĕплетсе панă. Унта вĕсем çав тери ăста та кăткăс ĕçсене кăтартса панă. Чăваш тĕррине чунне парса тĕрлекен округри хĕрарăмсен канашĕн вырăнсенчи хастарĕсем ырă, сăпайлă, ĕçчен, пур ĕçре те правур. Чăваш тĕрринчи тĕссене шурă (тасалăха пĕлтерет), хĕрлĕ (тăванлăх), кăвак (çỹл тỹпе те шыв-шур), симĕс (çеремлĕх), сарă (илемлĕх), хура (çĕр-анне, кайăк хур) тĕссен паллисене кăтартса панă вĕсем хăйсен ĕçĕсенче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code