Чăваш Ен туризма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Республикăри туризмăн чи паллă объекчĕсем çаксем: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Присурск заповедникĕ, «Чăваш Варманĕ» наци паркĕ, «Заволжье» çут çанталăк паркĕ, Трактор историйĕн музейĕ, Чăваш наци музейĕ, СССР летчик-космонавчĕн А.Г.Николаевăн мемориал комплексĕ, Йĕпреçри уçă тỹпе айĕнчи этнографи музейĕ. Чăваш Ене туристсем ытларах сывлăха çирĕплетекен учрежденисенче сипленме тата сывлăха çирĕплетме килни те паллă.

