Курнавăш ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Дария Даниловна Смирнова хăйĕн ĕмĕрĕн 36 çулне ачасене пĕлỹ тата воспитани парас ĕçе панă. Иртнĕ кунсенче вăл юбилейлă çуралнă кунне паллă турĕ: пирĕн хисеплĕ çыннăмăр 85 çул тултарчĕ.

Пархатарлă ĕçĕпе ят-сум çĕнсе илнĕ педагогика ĕçĕн ветеранне пурнăçри паллă кун ячĕпе округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Алина Смирнова, Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ Владимир Федоров, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул дирекцийĕ тата профсоюзăн вырăнти комитечĕ ячĕпе Геннадий Дмитриев вĕрентекен, округ хаçачĕн журналисчĕ Светлана Архипова, вырăнти культура ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕн юратнăран та юратнă, хисеплĕ вĕренекенĕсем — Раиса Горшковăпа Тамара Смирнова тата ытти çывăх çыннисем саламларĕç.
Сăмах май каласан, ăна «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн коллективĕ ячĕпе саламламалли сăлтавĕ те пысăк. Мĕншĕн тесен Дария Даниловна нумай çул хушши округ хаçачĕпе те тачă çыхăну тытать. Унăн хаçат страницисенче кун çути куракан статйисемпе сăвă-хайлавĕсенче çамрăксене ырă шухăш-кăмăллă пулма, пĕр-пĕрне пулăшма, хисеплесе пурăнма вĕрентсе калани яр уççăн йĕрленнине вулакан тỹрех туйса илме пултарнинчен иккĕленмелли çук — чăн-чăн вĕрентекен вăл! Раиса Горшковăпа Тамара Смирнова Дария Данилова кăмăллакан тата хăй те юратса юрлакан «Здравствуй, мама», «Поговори со мною, мама», «Оренбургский пуховый платок» юррисене çавра сĕтел хушшинче шăрантарни те чуна тивмелле пулчĕ.
Дария Смирнован шкулти пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 36 çул. Вырăс чĕлхипе литературин предмечĕсене ертсе пынă Дария Арланова (хĕр чухнехи хушамачĕ, Аслă Шăхаль хĕрĕ вăл) вĕрентекен ĕçне Çуткỹл шкулĕнчен пуçланă. Унта пĕр вĕренỹ çулталăкĕ анчах ĕçленĕ пулсан та çамрăклăхри çак вăхăт ĕмĕрлĕх асра юлнă. РОНО заведующийĕ (Василий Щипцов пулнă) сĕннипе тата хистесех ыйтнипе иккĕмĕш çулхинех ăна Курнавăш шкулне директор пулса ĕçлеме куçарнă. Ертỹçĕ тилхепине çирĕп тытса пыма пултарнă пулин те, çамрăк хĕрарăм — икĕ ача амăшĕ хăй юратнипе суйласа илнĕ предмета вĕрентекен тата класс ертỹçи пулса ĕçлесси уншăн тата çывăх — чун ыйтни пулнине ăнланса илнĕ. Класс ертỹçи пуласси те — калама çук пысăк яваплă ĕç. Кашни ачан шухăш-кăмăлне пĕлмелле, вĕсемпе хăвăн ачусем пекех çывăх пулмалла, пĕр чĕлхе тупмалла, вĕсене юратмалла та. Унсăрăн вĕсен чун-чĕрине ăнланаймăн! Вĕрентекен уроксем хыççăн та пушанайман: вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайманнисемпе те, чи лайăх вĕренекеннисемпе те уйрăммăн ĕçленĕ вăл. Çырас ăсталăхĕ пысăк пулнăран, Дария Даниловна хăйĕн вĕренекенĕсене шкулти стена хаçачĕ кăларма, унта статья-заметкăсем çырма хăнăхтарнă. Юрă-ташăра пултаруллă, спектакльсенче выляма та ăста вĕрентекен çак енĕпе те ачасене хăй тавра пуçтарса концертсемпе спектакльсем кăтартма, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе тăтăшах тĕл пулса калаçма та вăхăтне тупнă. Шкултан таврăннă хыççăн килти хуçалăхра тата мĕн чухлĕ ĕç пуçтарăнать ял хĕрарăмĕн! Пурне те тума ĕлкĕрнĕ.
Дария Смирнова совет саманинче ĕç çыннисем хушшинче политика тата наука пĕлĕвне сарассипе ĕçлекен «Пĕлỹ» обществăн пуçламăш организацине ăнăçлă ертсе пынă. Çакăншăн ăна РСФСР «Пĕлỹ» обществин Хисеп грамотине парса чыс тунă. 1981 çулта унă ятне районти (халĕ — округ) Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Вĕрентỹ ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн панă ытти наградăсем те сахал мар унăн.
Дария Даниловна чылай çул ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă тапхăрта культура çурчĕ çумĕнче ал ĕç кружокĕ, тĕрлĕрен концертсем, диспутсемпе викторинăсем йĕркелесе, тĕрлĕ темăсемпе лекцисем ирттерни çапла майпа ялти нумай хĕрарăма пĕр чăмăра пĕрлештерни те вăл пултаруллă вĕрентекен пулнине анчах мар, калама çук пысăк чун-чĕреллĕ, хастар çын пулнине уççăнах çирĕплетсе парать.
Дария Даниловнăн мăшăрĕ, Анатолий Аврамович та — учитель, унăн педагогикăри ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе ял çыннисем хушшинче те пысăк ят-сума тивĕçнĕ çын. Ялти хисеплĕ мăшăр 4 ачана кун çути парнеленĕ. Хĕрĕсем — Алинăпа Алиса ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ, вĕсем те — вĕрентекенсем. Альберт ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнакан ватăсем халĕ 18 мăнукĕпе тата 8 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ…
Светлана АНАТОЛЬЕВА.

