ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççейри IX фестивалĕн республикăри тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.
10-17 çулсенчи 100 ытла конкурсант Чернобыле тата çăлавçăсен кун-çулне ỹкерчĕксенче сăнланă. Елчĕкри искусство шкулĕнче Римма Парферьева преподаватель класĕнче ăсталăх пухакан 4 вĕренекен палăрма пултарнă унта. Мария Муратовăпа Элина Степанова 2-мĕш, Ангелина Сусметова 3-мĕш вырăнсене йышăннă пулсан, Михаил Муратов вара — çĕнтерỹçĕ. «Горизонты прогресса технологии» ĕçпе вăл конкурсăн çĕршыври шайне хутшăнĕ.

