Патшалăх пулăшнине кура Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. 2012 çулпа танлаштарсан, ку кăтарту 2,7 хут пысăкланнă. Паянхи кун республикăра нумай ачаллă 23 пин çемье пурăнать. 2020 çултанпа ЧР Пуçлăхĕн йышăнăвĕсене пурнăçлас тĕллевпе регионти социаллă пулăшу мерисен комплексĕ анлăланнă: 25 çĕнĕ мера йышăннă. Çав шутра — тин çуралнă ачасене кирлĕ япаласене проката паракан пунктсемпе шăпăрлансене вăхăтлăха хăварма май паракан ушкăнсем уçăлни.

Кун пек ушкăнсемпе пунктсем кăçалхи июнĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа чылай организаци çумĕнче ĕçлеме тытăннă: Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Улатăрти, Канашри, Куславккари, Вăрмарти, Çĕмĕрлери, Етĕрнери халăха социаллă пулăшу паракан центрсенче, Ача-пăча реабилитаци центрĕнче.
Социаллă пулăшу паракан мĕн пур организацире прокат пункчĕсем пулĕç, пĕтĕмпе — 15. Çитес çул кун пек пункт Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центрта та (çак адреспа вырнаçнă: Елчĕк ялĕ, Иванов урамĕ, 13-мĕш çурт) уçăлĕ.

Паянхи кун республикăра 616 çемье прокатпа усă курнă. Пунктсене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерме 105,6 миллион тенкĕ тăкакланă.
— Çак пунктра ачана кирлĕ 19 тĕрлĕ япалана вăхăтлăха усă курма парĕç: кỹме, кỹме-трансформер, йĕкĕреш валли кỹме-трансформер, уçăлса çỹремелли кỹме, йĕкĕрешпе уçăлса çỹремелли кỹме, кравать (матраспа), ачана тăхăнтартмалли тата çитермелли сĕтелсем, шыва кĕртмелли ванна, манеж, ходунок, автолюлька, çунашка, автокресло, тин çуралнă пепкене йăтса çỹремелли хатĕр, тараса, ятарлă кресло, видео урлă ачана сăнама тата астума май паракан хатĕр, интерактивлă юрă-кĕвĕллĕ тетте. Çакă мĕн пур ỹсĕмри ашшĕ-амăшне пепкесене ỹстерес ĕçре пулăшĕ, укçа-тенке перекетлеме май парĕ, — хыпарлать Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр ертỹçи Владимир Федоров.
Прокат пункчĕпе тата ачана вăхăтлăха хăвармалли ушкăнпа ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисем, студентсен çемйисем, çамрăк, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесем, ачана пĕччен ỹстерекен ашшĕ е амăшĕ, сусăра тата тăлăха пăхакан çемьесем усă курма пултарĕç.

