Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксене пĕрлештерет ентешлĕх

Елчĕксене пĕрлештерет ентешлĕх

Унта шăпа Елчĕк çĕрĕпе çыхăнтарнă ентешсем, организацисемпе предприятисен ертỹçисем, тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсем пуçтарăнчĕç. Кунта чи малтанах çакна палăртса хăвармалла: ентешлĕх пĕрлешĕвне йĕркелессинче Олег Викторов ентешĕмĕр пысăк тỹпе хывнă, вăлах ăна 21 çул ăнăçлă ертсе пынă. Паян иртнĕ тапхăрти ырă ĕçсене малалла тăсаканĕ, çĕнĕ проектсене анлă çул параканĕ Юрий Карпов. Вăл тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан ентешсенчен туслă та çирĕп команда йĕркеленĕ.

Уява Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан Атте пиллесе уçрĕ. Пуçтарăннисене чи малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин ача прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ, округ кураторĕ Алевтина Федорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов саламларĕç. Леонард Васильевич ентешсене муниципалитетăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ертỹлĕх чи хастаррисене тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен Хисеп хучĕсемпе тата Тав хучĕсемпе чысларĕ. Алевтина Федоровăпа Юрий Попов Елчĕксем патне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Леонид Черкесовăн салам сăмахĕсене илсе çитерчĕç. Салам сăмахĕсен çумне çавăн пекех Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Доброхотов тата Аграри университечĕн ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Алтынова, Чăваш Республикин вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ Генрих Васильев, асăннă канашăн пайташĕ Серафима Терентьева, «Елчĕк ен» ентешлĕх правленийĕн членĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. Вĕсем хулапа ял çыхăнăвĕ çирĕпленсе, округ халăхĕн ĕçри хастарлăхĕпе ентешлĕхĕн авторитечĕ ỹссе пынине, çавăнпах пĕрлехи çитĕнỹсемшĕн савăннине уççăн палăртрĕç.

Мероприятие Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалларĕç. Çавна май Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене аса илнĕ сценăсем чĕрене хумхантарса куççульлентерчĕç. Халăх вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕ. Алина Савельева «Встанем!» юрра шăрантарнă вăхăтра пурте ура çине тăчĕç. Хĕрỹ точкăсене хутшăннă ветерансен республикăри «Доблесть» организацийĕн ертỹçи Владимир Яковлев ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан хастарсене медальсемпе чысларĕ.

Уяв юрă-ташăсăр мар паллах. Юрăсем тĕрлĕ тема майĕпе содержани тĕлĕшĕнчен те улшăнса пычĕç. Уява Кирилл Петров ертсе пыракан «Тарават», Иван Шурбин ертсе пыракан «Тускил», «Шуçăм» пултарулăх ушкăнĕсем, Патреккел халăх хорĕн членĕсем, уйрăм юрăçсем, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Светлана Карамаликова, Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ Елчĕк шкулĕнчи Ольга Кузьмина педагог хатĕрленĕ ташăçăсен ушкăнĕсем илем кỹчĕç. Уявăн иккĕмĕш пайне округра çуралса ỹснĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен юрри-кĕввипе капăрлатрĕç.

Округри маçтăрсен тата Шупашкарти ентешсен алă ĕçĕсен куравĕсем фойене илемпе, ăшăлăхпа тыткăнларĕç, çыравçăсен пуян та тарăн содержаниллĕ кĕнекисемпе паллашма та май пулчĕ кунта.

Ентешсен кăмăллă та уçă калаçăвĕ, хаваслă йăл кулни, пĕрне-пĕри ăшшăн ыталани уяв капăрлăхĕ, сăнĕ пулчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: уява хутшăннисен пĕр пайĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code