Кам-ха, кам çак халăха пĕлет?
Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,
Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,
Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри — тĕрĕ, эреш. Чăваш ăруран ăрăва куçарса тĕрĕ вăрттăнлăхне, илемне упраса пынă, кĕпе-тумтирне те тĕрĕпе илемлетнĕ, пỹрт ăш-чиккине, килти савăт-сапана, кĕвĕ инструменчĕсене тĕрĕ эрешпех капăрлатнă. Авалхи эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен шухăшлани, ăна ăнлантарма тăрăшни пуррине палăртаççĕ чăваш ăсчахĕсем. Тĕрĕсенче «шыв», «ана», «сухаланă çĕр», «çурт» тата ытти символсем тĕп вырăнта тăнине çирĕплетеççĕ. Халăх тавра курăмĕ аталанса пынă май тĕрĕ мифологилле шухăш-туйăмсемпе аваллăх символсенчен тасалса, унра илемлĕх тĕсĕ аталанса пынă.
Чăваш халăхĕ 18-19-мĕш ĕмĕрсенче хайланă чăваш эрешĕсем уйрăмах хитре. Вăл вăхăтри тĕрĕ çыруçисем эрешсене ытларах чухне тăваткал-тăваткал е темиçе кĕтеслĕ пайсенчен йĕркеленĕ. ХХ ĕмĕрте вара чăваш тĕрри-эрешне аталантарасси ăслăлăх шайне çитет.
Тĕрĕ вăл — чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пĕри. Чăваш тĕррин илемĕ такам чунне те канăçтарма пултарать, хуть те мĕнле куçа та илĕртет. Чăваш çĕршывне чи пĕрремĕш хут лекнĕ çын халăх тĕррине таçта та курать, лавккасенче, клубсемпе культура керменĕсенче, шкулсемпе ача сачĕсенче, музейсенче… Кĕвĕ пек илĕртỹллĕ, илемлĕ тĕрĕ çинчен нумайăшĕ куçне илеймест. Мĕн тери паха-çке вăл! Унта пĕтĕм халăх чунĕ усранать тейĕн. Чăваш тĕрри çине пăхсан хаваслă уяври пек чун çĕкленсе каять. Çут çанталăк хăй парнеленĕ тейĕн ку илеме, тĕрĕре — хĕвел ăшшийĕпе шевлийĕ, анлă Атăл хумĕсен мăнаçлăхĕ, сарă тулă пучахĕсен асамлăхĕ…
Чăваш тĕрри… Вăл кашни çын чунне хăйне евĕр илемĕпе тыткăнлать. Кирек мĕнле тĕрĕ те симметриллĕ вырнаçнă, ỹкерчĕкĕсем тĕп-тĕрĕс, хура, хĕрлĕ, симĕс тĕслĕ çипсемпе кăна усă курнă пулин те, тĕрĕ куç умне чĕрĕ пек тухса тăрать. Ун çине ытараймасăр пăхас та пăхас килет.
Чăваш хĕрарăмĕ ĕлĕк-авалах тĕрĕпе тумтире, тĕрлĕрен йăлапа çыхăннă япаласене капăрлатнă. Пир татăкĕ ун аллинче искусствăн чăн-чăн произведенийĕ пулса тăнă. Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ, чăваш тĕррин илемлĕхĕ паян кун та пире илĕртет. Çав вăхăтрах питĕ япăх пĕлетпĕр-çке эпир ăна.
Шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп, çакăн пек тĕрĕсене пач вулама-çырма пĕлмен чăваш хĕрарăмĕсем тĕрленĕ. Ĕненессĕм те килмест. Тĕрĕссипе вара, чăнах та çапла. Чăваш хĕрĕсем пилĕк-ултă çула çитсенех хăйă çутипе ларса тĕрĕ тĕрленĕ. Вĕсем ăна хăй, пулас мăшăрĕ, тăванĕсем валли тĕрленĕ. Тĕрлеме пĕлмен чăваш хĕрĕ пулман. Кун пек хĕр юрăхсăр шутланнă. Енчен те çемьере ывăл ачасем çеç пулсан, хăш-пĕр арçын ачасем те тĕрлеме вĕреннĕ. Мĕн палăртнă-ха чăваш хĕрĕсем тĕрĕре?
Чăваш хĕрĕсем тĕрĕре илеме курнине, çынсене ырă тăвас йăлине, пурнăçа чунтан юратнине палăртнă. Çак ăсталăх ĕмĕртен ĕмĕре, ăруран ăрăва куçса пынă. Тĕрлеме ăста хĕре халăх мухтанă.
Илемпе кăна илĕртмест чăваш тĕрри. Темĕн те каласа кăтартма пултарать вăл. Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, тĕрĕ çын тавра курăмне, чăвашсен пурнăçĕн авалхи çулне-йĕрне те каласа парать.
Чăваш тĕррин чи паллă уйрăмлăхĕ — пур çĕвĕ те шутлав мелĕпе йĕркеленнинче. Çакă пир-авăр тытăмĕнчен килет. Ĕлĕк ытларах пусма вырăнне килте тĕртнĕ пир пулнă. Чăваш тĕрринче кашни çĕввĕн хăйĕн вырăнĕ пулнă, кашни тĕсĕ мĕне те пулин пĕлтернĕ. Хĕрлĕ тĕс — юн, ĕç, пурнăç. Симĕсси вара — çут çанталăк, йывăç-курăк. Сарă тĕс — хĕвел, телей. Шурă тĕс — чун тасалăхĕ, çутă кун. Хура тĕс — хура халăхăн çĕр тĕсĕ, халăх вăйĕ шутланнă.
Чи пирвайхи чăваш тĕррине сăнлакансенчен вара Саксон ученăйĕ Адам Олеарий пулнă. Вырăссен паллă тĕпчевçи П.Паллас чăваш тĕрри çинчен çапла каланă: «Кăвак, хĕрлĕ, хура тĕссемпех тĕлĕнмелле тĕрĕ тăваççĕ»…
Чăваш тĕррине вара паянхи кун тĕрлĕ çĕршывсенче те пĕлеççĕ, Англире, СШАра, Бельгире, Италире… çапла, чăваш тĕрри тĕрлĕ халăх куравĕсенче те кун çути курнă. Чăваш тĕррине пур çĕрте те мухтаççĕ, пысăка хурса хаклаççĕ. Чаплă тĕрĕ тума чунĕпе пуян, кăмăлĕпе çепĕç, ăс-хакăлĕпе пысăк халăх çеç пултарать. Вăл чăваш халăхĕ, пирĕн тăван халăх.
Чăвашсем ĕçчен халăх пулнăшăн эпĕ чăннипех те мухтанатăп. Мĕншĕн тесен манра чăваш юнĕ чупать. Эпĕ хам та пушă вăхăтра час-часах ал ĕçĕ тытатăп, е тĕрĕ тĕрлетĕп, е бисертан мĕн те пулин хатĕрлетĕп. Шел пулин те, юлашки çулсенче çамрăксем вăхăта усăсăр ирттереççĕ. Ытларах компьютер тата телефон илĕртет паянхи çамрăксене. Юлашки вăхăтра тата чăваш тĕррине пĕлекенсен йышĕ те чакса пырать. Манăçа кăларас марччĕ хамăрăн мăн асаннесен пуян эткерне.
Анна ЧАЙКИНА,
10-мĕш класс. Кушкă шкулĕ.

