Ĕлĕкхи «Победа» колхозра ĕç кĕнекине пуçланă, 44 çул аллинчен автомашина рульне вĕçертмен, ĕçре пиçĕхнĕ çынпа паллаштарас тетĕп сана, хисеплĕ вулаканăм, паянхи номерте. Раштав уйăхĕнче хăйĕн пурнăçĕнчи паллă уява — 70 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленекен Анатолий Николаевич Скрипкин вăл.

Анатолий Николаевич 1955 çулхи раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Николай Петровичпа Александра Петровна Скрипкинсен çемйинче çуралнă. Çемьери пĕрремĕш ача вăл. Ултă пĕр тăван ỹснĕ çемьере: Анатолий, Надьăпа Зина йĕкĕрешсем, Лиза, Юрий, Владимир. Толик, асли пулнă май, ĕç патне çамрăклах çыпăçнă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Çемье колхоз уй-хирĕнчи сухан, кăшман тата ытти пайсем çинче ĕçленĕ. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Анатолий колхозра ĕçлеме пуçланă, техникăна юратнăран малтанлăха грузчик ĕçне пуçăннă. Вăхăт иртнĕ май водитель пулас ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Канашра ДОСААФ шкулне пĕтерет. Мурманск тăрăхĕнче Тинĕс-çар флотĕнче çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăнать каччă, ăна сĕт турттаракан автомашинăна шанса параççĕ. Çулталăкран колхоз ертỹçисене турттарма çăмăл машина çине куçараççĕ ĕçчене. Çак çулсенче Анатолий хăйĕн пулас мăшăрĕпе — Кушкă ялĕнче ĕне ферминче дояркăра ĕçлекен Галина Семеновна Галошевăпа пĕрлешет. 1979 çулхи январь уйăхĕнче туй тăваççĕ вĕсем. Çамрăк мăшăр тĕп килте килĕшỹре пурăнать. Галинăна колхоз правленийĕн бухгалтеринче ĕç тупăнать. Анатолий груз турттармалли автомашина водителĕнче тăрăшать. Часах кĕтнĕ чунсем — Маринăпа Саша çуралаççĕ. Ырми-канми ĕçлесе çамрăксем икĕ çул хушшинче çĕнĕ çурт, хуралтă купаласа лартса тĕп килтен уйрăлса тухаççĕ. Чи телейлĕ вăхăтсем — çĕнĕ вырăнта тепĕр хĕр ача — Таня — çуралать. Çемье тата çирĕпленет. Кĕтмен çĕртен Анатолин йăмăкĕ Надя пурнăçран уйрăлсан унăн 6 çулхи ывăлне Скрипкинсен çемйи хăйĕн хỹттине илет. Малтан та кунта килсе çỹренĕ ача çĕнĕ çемьене хăвăрт хăнăхать. Хăйне пăхакан ăшă та ырă мăшăра вăл «атте, анне» тесе чĕнме пуçлать. Вĕсен ачисемпе пĕрле шкула çỹреме пуçлать, ялти ачасем пекех кил-çуртри ĕçсене пурнăçлама хутшăнать. Тикĕс пыракан пурнăç сасартăк такăнать: Галина Семеновна кĕтмен-çĕртен чирлесе ỹкет. Тухтăрсем унăн çурăм шăммине операци тумалли пирки хыпаралаççĕ. 2004 çулта операцине кĕрет хĕрарăм, ырă улшăнусем пулманнипе 2008 çулта иккĕмĕш операци тăваççĕ. Ĕçе çỹресси пирки сăмах та пулма пултараймасть, ăна инвалидность параççĕ. Мăшăрĕ лайăх пăхни, ачисен тимлĕхĕ ăна алă усма памасть: пурăнма хăват параççĕ вĕсем шанчăкне çухатнăскере. Ачисем халĕ те Шупашкартан час-часах килсе тăраççĕ, кил-çурта тирпейлеççĕ, хуçалăхри ытти ĕçсене те тума пулăшаççĕ. Тимлĕхсĕр хăвармаççĕ вĕсем çывăх çыннисене. Кашниех вĕренсе алла специальность илнĕ: Марина — аслă медицина сестри, больницăра тăрăшать, Саша — автомеханик, хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ, Таня — юрист, суд приставĕнче ĕçлет, Ваня ятарлă пĕлỹ илнĕ хыççăн СВОна кайнă. Ачисем пурте çемьеллĕ, кил-çуртлă. Ватăсене 9 мăнукпа савăнтараççĕ вĕсем. Çуллахи вăхăтра пурте тăван киле пухăнсан çурт илемпе тата савăнăçпа тулать.
Сумлă юбилярăн награда сахал мар. «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ вăл пархатарлă ĕçне кура.
— Аса илетĕп те, тĕлĕнетĕп халĕ. Çулталăкăн кашни кунĕнче ĕçе çỹренĕ, кану кунĕ мĕнне пĕлмен эпир. Мĕн чухлĕ вăрман, кирпĕч, цемент, брикет, кăмрăк, тырă турттарман-ши? Ăна шутласа та кăлараймăн, — тет 7 теçетке çула хыçа хăваракан Анатолий Николаевич.
Пĕтĕм хуçалăха тытса пыракан арçын хăйĕн çулĕнчен çамрăк курăнать. Ырă та уçă кăмăллă, çынна яланах пулăшма хатĕр вăл, вăр-варлăхне пачах та çухатман. Хуçалăхра тĕрлĕ выльăх усраççĕ Скрипкинсем: сысна, сурăхсем, чăх-чĕп…
Мăшăрĕпе пĕр-пĕрне ăнланни, пĕрне-пĕри хисеплени тата юратни çак çемьене ура çинче çирĕп тăма пулăшать.
З.ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи.

