
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
«Нумай функциллĕ центрсем граждансене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парас ĕçре тĕп вырăн йышăнаççĕ»
Декабрĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикинчи ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, округ пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Николаев округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче чи малтанах администраци, вĕренỹ тата культура ĕçченĕсемпе тĕл пулса информаци кунĕн тĕп темисене сỹтсе яврĕç: Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен мероприятийĕсем вăхăтĕнче халăх йышлăн пурăнакан вырăнсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси; Федерацин спорт сооруженийĕсене хута ярассипе çыхăннă «Физкультурăпа массăллă спорта аталантарасси», «Бизнес-спринт (Эпĕ спорта суйлатăп)» проектсене пурнăçа кĕртесси; Нумай функциллĕ центрсен офисĕсенче паракан патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем çинчен; Пушкин карттине çĕнĕрен кăларма кирли çинчен.
Уявсем савăнăç анчах кỹччĕр
Кăçал республика территорийĕнче 1264 (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 1375) пушар пулнине регистрациленĕ, вĕсенче 51 çын (53), çав шутра 2 ача (2) пурнăçран уйрăлнă, 80 çын (78), çав шутра 20 ача, тĕрлĕ суран илнĕ. Пушарсен шучĕ ỹснине республикăри 9 муниципаллă йĕркеленỹре шута илнĕ: Вăрнар, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шăмăршă, Етĕрне тата Елчĕк округĕсем. Пушарта вилнисен тата суранланнисен шучĕ ỹснине 12 округра регистрациленĕ: Улатăр, Элĕк, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпỹ, Шупашкар, Етĕрне тата Тăвай муниципалитет округĕсенче. «Хĕрлĕ автан» алхаснин тĕп сăлтавĕсен шутне вут-çулăмпа асăрханусăр пулнине, пирус туртнă чухне асăрханманнине, ача-пăча вут-çулăмпа ашкăннине, электрооборудованисемпе тивĕçлĕ усă курманнине, кăмакасене хутнă чух йĕркене пăснине кĕртмелле. Умра — Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. Уявсене тивĕçлĕ кĕтсе илсе ирттерсе ярасси кашнин тĕп тивĕçĕ. Мероприятисем пуçланас умĕн учрежденин ертỹçи пур пỹлĕмсене, эвакуаци çулĕсене, вĕсем пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене тивĕçтернине, çавăн пекех пушар сỹнтермелли, çыхăну хатĕрĕсем пуррине тата пушар автоматикин хатĕрĕсем пуррипе çуккине тата юсавлă пулнине, çуртсем патне кĕмелли подъездсене, çавăн пекех пушар вăхăтĕнче шыв илме май паракан управсен тĕлĕсене юртан вăхăтра тасатнине тĕрĕслемелле. Çакна та асра тытмалла: халăх йышлăн пурăнакан вырăнсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле.
Гирляндăсенче юсавсăрлăх палăрсан (пралуксем хĕрсен, вĕсенчен хĕлхем тухсан) вĕсене тỹрех пăрахăçламалла. Пỹлĕмсене палăртнă нормăран ытлашши çын кĕртме юрамасть, çуртсенче (паянхи лăпкă мар лару-тăруллă саманара урамра та) пиротехника изделийĕсемпе усă курасран упранăр. Пиротехника тенĕрен, вăл çынсен пурнăçĕпе сывлăхне сиен кỹрес хăрушлăх пысăккине палăртмалла. Статистика кăтартнă тăрăх, инкексен тĕп сăлтавĕ — граждансем унпа тỹрремĕнех усă курнă чухне хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманни. Ку енĕпе вĕрентỹ организацийĕсенче ачасемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ.
Спорт тивĕçлĕ аталанать
Иккĕмĕш темăна илес пулсан çакă паллă. Федерацин спорт сооруженийĕсене хута ярассипе çыхăннă «Физкультурăпа массăллă спорта аталантарасси», «Бизнес-спринт (Эпĕ спорта суйлатăп)» проектсем республикăра 2022 çултан пурнăçа кĕме пуçланă. Асăннă федераци проекчĕсен тĕп тĕллевĕсен шутĕнче — халăхăн пур категорине те физкультурăпа тата спортпа туслашма майсем туса парасси. Проектсем пулăшнипе 2025-2028 çулсенче Чăваш Енре пурĕ 21 ГТО площадкине, 9 «ăслă» спорт площадкине, 2 модульлĕ спорт залне тата 1 модульлĕ бассейна йĕркелеме палăртаççĕ. Елчĕк округĕнче те физкультурăпа тата спортпа хастар туслашма пур услови те пур. Стадион-площадка, ГТО нормисене пурнăçлама май паракан площадка, спорт залĕсем, площадкăсем тата хоккей курупкисем округри кашни çынна кĕтеççĕ.
Нумай функциллĕ центрсем (НФЦ) çынран татăлмаççĕ
Чăваш Енри «Манăн документсем» центрсенче пурĕ халăха пулăшу кỹрекен 31 вырăн (вĕсенче 288 чỹрече) ĕçлет. Вĕсенчен халăх татăлмасть (граждансен 97,63 проценчĕ пулăшусемпе анлăн усă курать). Хальхи вăхăтра Чăваш Енри НФЦсенче 233 тĕрлĕ пулăшу илме май пур (ку список çулран-çул анлăланать), вĕсене куллен 4000 яхăн çын пулăшу илме пырать. Елчĕк округĕнчи НФЦна 2025 çулхи 11 уйăхра 27694 çын пулăшу ыйтса пынă, 2024 çулта пурĕ 28154 çын тĕрлĕ пулăшу илнĕ (танлаштарма, 2013 çулта пурĕ 1260 çын).
«Пушкин картти» программăн çĕнĕ оператор пулĕ
Культура тĕлĕшĕпе патшалăх политикине пурнăçламалли чи пĕлтерĕшлĕ хатĕрсенчен пĕри -14 çултан пуçласа 22 çулчченхи çамрăксене «Пушкин карттипе» тивĕçтерни. Вăл ятарлă программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланса пырать. Çак программăна Чăваш Республикин 98 культура учрежденийĕ хутшăнать, вĕсенчен 91-шĕ — патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕ, 7-шĕ — уйрăм учрежденисем. 2026 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Пушкин картти» программăн операторĕ «Почта Банк» АО шутланать пулсан, çĕнĕ çултан унăн операторĕ ВТБ банк пулĕ. Çавна май карттăна тепĕр хут кăларма 2025 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕччен заявлени тăратса ĕлкĕрмелле.
Елчĕк округĕнче «Пушкин карттипе» усă куракан 327 çынран 246-шĕ карттăна улăштарма заявлени панă.
Пĕрлехи информаци ушкăнĕ çак кун Елчĕкре вырнаçнă НФЦра, Елчĕкри Николай Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта пулнă.
Елена ПЕТРОВА.

