Хĕл пуçламăшĕнче шыв çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни — çынсем аманнин е вилнин сăлтавĕ. Декабрь уйăхĕн вĕçĕнче те пăр хулăн мар. Ир-каç вăл çирĕпрех, анчах кăнтăрла çемçелет, ун çирĕплĕхĕ чакать.
Инкек-синкекрен упранас тесен 12 сантиметртан çỹхе пăр çине тухассинчен тытăнса тăмалла.
Çын инкеке лекнине асăрхасан 112 номерпе МЧСа шăнкăравлăр.

