акцире уйрăмах СВО участникĕсен ачисене, нумай ачаллă тата йывăртарах пурăнакан çемьесенчи ачасене тимлĕх уйăраççĕ.
Елчĕкри информаципе культура центрĕнче «Ĕмĕтри елка» акцине ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене йыхравласа парнесемпе тата пылак çимĕçсемпе сăйларĕç. Акцие Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, округ администрацийĕн пайĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен, вырăнти учрежденисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Вĕсем уява хутшăннисене ăшшăн саламларĕç, ачасене ĕмĕтри парнепе тата пылак çимĕçпе савăнтарчĕç.
Кĕçĕннисем уявра юрларĕç-ташларĕç, савăнчĕç. Çак пархатарлă акцие çулсерен Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов та хастар хутшăнаççĕ. Салтак ачисем вĕсен парнисене кăçал та хаваспах йышăнчĕç.
Йăлана кĕнĕ акци кăçал 60 ачана савăнтарчĕ. Вăл аслисемпе ачасен чĕрисене çывăхлатать, ачасен пурнăçне телейпе тултарать. Кашни ача тĕлĕнтермĕше ĕненме тивĕç: шăпах çакăн пек пуçарусене пула вăл юмаха шанать, уявра чунтан савăнать.
Çавăн пекех округри пултаруллă ачасем «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Чăрăшĕн уявĕнче» те пулса курчĕç. Уяв программи анлă пулнă. Искусствăлла интеллект технологийĕсемпе усă курса ăсталанă театр номерĕсемпе ачасем савăнса паллашнă. Шоу хыççăн вĕсем пылак парнесемпе сăйланнă, ташă лапамĕнче ташланă.

