Воскресенье, 15 февраля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăхпа чиркỹ халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеççĕ

Патшалăхпа чиркỹ халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеççĕ

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Шупашкар-Чăваш епархийĕ 80 çул тултарнине савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

Регион ертỹçи пухăннисене юбилейлă кун ячĕпе саламланă май йăлана кĕнĕ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене çирĕплетес, çавăн пекех нацисемпе конфессисен хушшинчи тăнăçлăхпа килĕшĕве упраса хăварас ĕçе курăмлă тỹпе хывнăшăн епархие Хисеп хучĕпе чысланă.

Олег Николаев Раççейре 2026 çула Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тата Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пулнине каланă май çапла палăртнă: «Патшалăхпа чиркỹ халăх ырлăхĕшĕн килĕшỹре ĕçлеççĕ. Власть социаллă ырлăхшăн тата пурлăх йĕркеленĕвĕшĕн тăрăшать пулсан, чиркỹ вара этем кăмăл-туйăмне çирĕплетет, çакă обществăн мораль никĕсĕ çине ырă витĕм кỹрет.

Историрен çакă паллă: ĕненỹ чи йывăр вăхăтсенче, уйрăмах çĕршыва тăшман тапăннă тапхăрта, халăхăн чун çирĕплĕхне, пĕрлĕхне упрама пулăшса тăнă тата тăрать, çĕнтерĕве çывхартма пулăшать. Паян эпир пĕтĕм çĕршывпа неонацизма — çынлăхсăр идеологие — хирĕç тăнă чухне Турă сăмахĕ уйрăмах хỹтлĕх парать. Священниксем час-час фронтра пулса хỹтĕлевçĕсен чун-чĕрисене çирĕплетсе пыраççĕ.

Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Савватий православи чиркĕвĕн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăнă. Ĕненỹ халăха чунпа тасалса пыма пулăшать, халсăррисене тата нушаллă çынсене тĕрев парать. 8 теçетке çул хушшинче тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухнă аслă архиерейсемпе священниксен ырă вĕрентĕвĕ малаллах тăсăлать. Чăваш митрополийĕ те йывăр çул-йĕр витĕр тухнă, тĕрĕслев тата чĕрĕлỹ тапхăрĕсене тỹссе ирттернĕ.

Палăртса хăварар: хальхи вăхăтра Чăваш митрополине виçĕ епархи кĕрет: Шупашкар-Чăваш, Канаш тата Улатăр. Вĕсен йышĕнче 311 чиркỹ тата 7 мăнастир. Çавăн пекех «Чиркỹ специалисчĕсене хатĕрлекен Хусан çветтуйĕ Гурий ячĕллĕ центр» ăс-хакăл вĕренỹ организацийĕ, чиркỹсен çумĕнче Вырсарни шкулĕсем ĕçлеççĕ.

Фойере çак кун православи йĕркеленĕвĕн тапхăрĕсене кăтартакан фотокурав ĕçленĕ, хăнасем архиерейсемпе прихут çыннисен архивĕнчи видеоматериалсемпе паллашма пултарнă.

(Хамăр корр).

Сăн ỹкерчĕкре: Олег Николаев ĕненекенсене саламлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code