Воскресенье, 15 февраля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Следстви комитетне 15 çул

Следстви комитетне 15 çул

2026 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕ йĕркеленнĕренпе 15 çул çитрĕ. Паллă кун тĕлне РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелти районсем хушшинчи следстви пайĕ 2025 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Асăннă следстви пайĕ Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсен территорийĕсенче пулса иртекен преступленисене тишкерет. Кунта пурĕ 4 сотрудник тăрăшать.

Следовательсен тĕп тĕллевĕ — преступленисене оперативлă тата пахалăхлă тишкересси, çавăн пекех малтанхи следстви тунă тата гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене хỹтĕленĕ чухне саккунлăха мала хурасси. Следстви комитечĕн ĕçченĕсен тивĕçне преступленисен чи хăрушă категорийĕсене тĕпчесси кĕрет: çынна вĕлерни, гражданин ирĕкĕсене хĕсни, теприне арлăх тĕлĕшĕнчен ирĕксĕрлени, çынсемпе суту-илỹ туни, ĕçченсене ĕç укçи тỹлеменни, ĕç сыхлав йĕркисене пăхăнманни, коррупци, терроризм, экстремизм сĕмĕллĕ, вăрă-хурахла…, пĕтĕмпе УПКн 140 ытла статйи кĕрет.

Следстви пайĕ 2025 çулта преступленисем çинчен килнĕ хыпарсене пăхса тухнă кăтартусемпе 59 уголовлă ĕç пуçарнă. 64 преступленипе 46 уголовлă ĕçе тишкерсе вĕçленĕ, харпăр ыйтупа 100 ытла гражданина йышăннă. Çавăн пекех 18 уголовлă ĕçпе 21 йывăр тата уйрăмах йывăр преступление тишкернĕ. Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртасси тата тĕпчесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, иртнĕ çулта 8 çын тĕлĕшпе суда 8 уголовлă ĕç ярса парса следстви ĕçне вĕçленĕ, 1 уголовлă ĕçе реабилитацилемен сăлтава пула пăрахăçланă. Следстви пайĕн ĕç-хĕлĕн тепĕр пĕлтерĕшлĕ енĕ — çул çитменнисем тата вĕсем тĕлĕшпе тунă преступленисемпе çыхăннă уголовлă ĕçсене тĕпчесси. 2025 çулта çакăн евĕр преступленисенчен пурĕ 9 çул çитмен ача шар курнă. Çул çитмен ачасем тунă преступленисемпе 2 уголовлă ĕç пуçарса, çул çитмен ачасем тĕлĕшпе тунă преступленисемпе 9 уголовлă ĕç пуçарса тĕпченĕ, вĕсене суда ярса панă. Асăннă преступленисене пăхса тухнă кăтартусемпе 48 должноçри çын тĕлĕшпе дисциплинарлă яваплăх палăртнă.

Сăн ỹкерчĕкре Патăрьелти районсем хушшинчи следстви пайĕн ĕçченĕсем: следстви пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан юстици майорĕ И.Гиннетуллин уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсен следователĕпе — юстици капитанĕпе Б.Пукачовпа, аслă следовательпе — юстици аслă лейтенанчĕпе Е.Ядрицовпа, следователь пулăшуçипе — юстици капитанĕпе Т. Прыгуновăпа пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code