
Çĕрĕпе алхаснă çил-тăман ир енне кăштах лăпланчĕ. Çĕнĕ çула, вирхĕнсе пыракан Лаша çулне тата 75-мĕш çуралнă кунне хулари хваттерте кĕтсе илнĕ Владислав хăйне нихçанхинчен лăпкăрах туйрĕ, ире кăкăр тулли сывласа кĕтсе илчĕ. Калама кăна, çулсем иртнĕçемĕн вăй-хал та улшăнать, кăмăл-туйăм та урăхланать, чун-чĕре кăна çамрăк чухнехи пекех малашлăха шанса асамлăн та хăвăрттăн тапать… Чăваш пичечĕн кунĕ умĕн юбиляр — хисеплĕ ялкор пирки çырса кăтартма уйрăмах кăмăллă.
— Çак çула хыçа хăварса кун-çул йĕрне кĕскен аса илсен те çылăх пулас çук, — хăйпе хăй калаçса сăн ỹкерчĕксен альбомне алла илчĕ Владислав Олимпьевич.
Ĕнер кăна унăн çĕнĕ хваттерĕ ачисемпе мăнукĕсен, çывăх тăванĕсен хаваслă кулли-сассипе тулнăччĕ. Чунсене ирĕке ярса тулли кĕреке хушшинче калаçса ларчĕç вĕсем. Виçĕ пĕр тăван ашшĕпе амăшне, Олимпий Алексеевичпа София Гурьевнăна, куç умне кăларса тăратрĕç. Çамрăксемпе пĕчĕккисем аслисен интереслĕ калаçăвне тăнласа ларчĕç.
Ыттисем пекех, Владислав Сазонов та, хăй утса пыракан анлă сукмакăн кашни утăмне ытарлăн аса илет. Унсăрăн епле-ха, вăл унăн шăпи.
Кỹлпуç ялĕнчи сумлă учительсен династийĕн йăхĕнче çуралнă Владиславăн ачалăхĕ хăй çулсенчи шăпăрлансенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Çемьери иккĕмĕш ача. Ашшĕпе амăшĕ ялти чи хисеплĕ интеллигентсем пулсассăн та Сазоновсен ачисем хăйсене çĕр çынни пек туйса ỹснĕ. Мăн кăмăлланман. Ял çыннин кирек хăш ĕçне те тиркемен. Хресчен ывăл-хĕрĕ пекех ĕни-выльăхне те пăхнă, пахчара тар тăкнă, çум çумланă, кĕтỹ кĕтнĕ… Пилĕк пĕр тăван килте е уйра ĕçленĕ чухне нăйкăшнине астумасть вăл. Пуçламăш класа тăван ял шкулĕнче пĕтернĕ. Унтан Хăвăлçырмана утнă. Çил-тăман-и е витререн тăкнă пек çумăр çунă-и, шкул ачисем пĕлỹ тĕнчине чупнă. Спортпа туслашасси те çакăнтанах пуçланнă.
Вăтам шкула Елчĕке кайнă. Ашшĕ районти сут ĕç пайĕнче ĕçленĕ вăхăтра Сазоновсем пĕр вăхăт Елчĕкре пурăннă. Кунтах Владислав 5, 6-мĕш классене çỹренĕ. Вăтам шкула ют çĕртен килнĕ Владислава маларах пĕрле вĕреннĕ ачасем хăйсем патне «а» класа йыхравланă. Юлташĕсемех ун пирки шкул ертỹлĕхĕпе калаçнă. Директор хирĕçлеймен, инçетрен килнĕ ача хăш класра вĕренни пĕлтерĕшлĕ мар вĕт. Икĕ çул пĕр-пĕринпе ăмăртса, туслăн вĕреннĕ вара Елчĕк ачисем.
Маларахах Елчĕкри Пионерсен çуртĕнче тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăрнă Владислав уйрăмах шашка, шахмат тупăшăвĕсенче çĕнтернĕ. Пĕрле вĕренекенсем хушшинче чемпион ятне çĕнсе илессишĕн ялан çивĕч ăмăрту пынине халĕ те ытарлăн аса илеççĕ вара юлташĕсем.
Алла аттестат илсен çамрăк хăйне тĕрлĕ енчен тĕрĕслесе пăхас тенĕ. Килтисем учитель профессине алла илме сĕннĕ. Хăй те хирĕçлемен, анчах паян-ыранах студент йышне кĕресшĕн пулман вăл. Çавăнпа та Шупашкарти пĕр завода ĕçлеме вырнаçнă. Унта кăштах ĕçлесен вĕри чунлă каччăн тĕнчене курас килнĕ. Хăй пекех малашлăха урхамах пек вирхĕнекен çамрăксемпе ăшă енне ĕçлеме тухса кайнă. Тĕрлĕ хулара ĕçлесе пурăнса кĕсйине хулăнлатнă.
Çамрăклăхри пĕр ỹкерчĕке ăшшăн аса илет вăл. Балтика тăрăхне курма кайнă вĕсем. Туссем лавккаран ăшă тумтир туянма палăртнă. Владиславпа тепĕр чăваш каччин, вырăсла лайăх шăкăлтаттарсан та, хамăр чĕлхепех калаçасси ырă йăлана кĕнĕ. Хулара çуралса ỹснĕ икĕ юлташĕ чăвашла кăшт ăнланаççĕ. Сутуçăсем ют чĕлхепе пуплекен каччăсене ăшă кулăпа йышăнса тỹрех кирлĕ тавара тупса панă. Вырăсла пуплекенсем ăшă пальтосăрах таврăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенчех чăваш чĕлхин хисепне, сумне лайăх ăнланнă Владислав. Çапла вара хăй чăваш пулнишĕн пуçне каçăртма та пăхнă. Пушă вăхăт тупăнсанах шурă хута хуратма тытăнать вăл. Юрату, туслăх сăввисем темшĕн ытларах вырăсла лайăх çырăнсан та.
Салтак ячĕ тухсан Владислав Сазонов хăйĕн тивĕçне Германи çĕршывĕнче чыслăн пурнăçланă. Унтан таврăнсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Историк специальноçне алла илнĕ Владислав Олимпьевич студент чухне тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе палăрнă, общество пурнăçĕнчен пĕрре те пушă тăман. Паллă профессор историпе филологи факультечĕн студентне наукăпа практика конференцийĕнче Илпек Микулайĕн ĕçĕ-хĕлне, «Хура çăкăр» романри Шерккей сăнарне тишкерме сĕнсен хаваспах килĕшнĕ пулас историк. Вырăс классикĕсен кĕнекисемпе пĕрле чăваш халăх писателĕн романне мĕн ачаран юратса вуланă вăл. Конференци хыççăн паллă çыравçă хăй алă тытса саламлани çыру ĕçĕнче пысăк хавхалану кĕртнĕ те ăна. Ахальтен-им тăван чĕлхепе те сăвă хыççăн сăвă, калав, фельетон çырма пуçăннă вăл.
Алла диплом илнĕ пысăк тавра курăмлă педагог тĕрлĕ çĕрте ачасене вĕрентсе пысăк ăсталăх пуçтарнă. Ялсенчи шкулсенче, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тĕрлĕ профессипе техника училищинче хăй юратса суйласа илнĕ специальноçпа тăрăшнă. Студентсене пĕлỹ панипе пĕрлех директорăн вĕренỹпе производство ĕçĕн çумĕнче вăй хунă.
2002 çулта 50-ри арçын Кỹлпуçе таврăннă. Тăван кил ăшши темрен хаклă та çывăх уншăн. Чылайранпа пушă ларакан çурт çĕнĕ вăй илсе çуталсан хулари тăванĕсен пит-куçĕ те çуталнă. Çуралнă килте кĕтсе илекен пур вĕсен халĕ.
Патвар та çирĕп арçын тỹрех ял çыннин çăмăл мар тивĕçне кỹлĕнсе витесене выльăх-чĕрлĕхпе, чăх-чĕппе тултарнă, пахчара вĕлле хурчĕсем тытнă, ака-суха ĕçĕпе пиçĕхнĕ. Пысăк стажлă педагог юратнă профессипе малтанах ĕç тупайман. «Икĕ алла пĕр ĕç пултăр», — тесе «Чăвашьенкрахмал» предприятине вырнаçнă. Директорăн коммерци енĕпе ĕçлекен çумĕнче çулталăк тăрăшсан, Хăвăлçырмари шкула вырнаçнă. Унтан, Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта вырăн тупăнсан, унта куçнă. Истори, обществознани, географи предмечĕсене вĕрентнĕ учителĕн вĕренекенĕсем районти, республикăри олимпиадăсенче пĕрре мар палăрнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ачасене вĕрентес тивĕçе чыслăн пурнăçланă Владислав Олимпьевич.
Ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем пайтах унăн. Пенсие тухсассăн та общество пурнăçне хастар хутшăннă. Нумай çул ялти суйлав комиссийĕн членĕнче тимленĕ. Совет Çарĕн Германире пулнă салтаксемпе офицерсен ушкăнĕнче тăнăран канаш йĕркелекен тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăннине палăртмалла. Запасри офицер Елчĕкри ветерансен канашĕн секретарĕ те. Шашка вăййин ветеранĕсем хушшинче иртнĕ ăмăртусен округ, республика призерĕ, чемпионĕ. Шахмат вăййинче чăн маçтăр вăл. Ĕç ветеранĕ округ чысне тĕрлĕ шайри ăмăртусенче хỹтĕлет.
Хисеплĕ канури пĕччен арçын хуçалăха çирĕп тытса пырса, сыснасем усраса хулари тăванĕсене килти аш-какайпа тивĕçтернĕ.
— Кукаçи, эсĕ пире валли варени хатĕрлейрĕн-и? — час-часах шăнкăравлаççĕ ялта чухне кĕçĕн мăнукĕсем.
— Уйрăмах хăмла çырлин варенине кăмăллаççĕ вĕсем, — пĕлтерет Владислав Олимпьевич.
Ỹркенмен арçын крыжовник варенийĕ пĕçерме те маçтăр. Тĕп сакайĕ консервланă хăяр-помидорпа, варени-компотпа тулнă. Пĕр тăванĕсем валли те, хĕрĕн çемйи валли те çителĕклĕ.
Каçхи вăхăта ытларах сĕтел хушшинче ирттерет. Шăрçалать те шăрçалать сăвă-калав. 2008 çулта «Сывлăм пĕрчи» кĕнеке кăларма мехел çитерчĕ. Ял историйĕпе кăсăкланса район хаçатĕнче истори материалĕсем пичетлесе пырать. Унăн тĕрлĕ жанрлă хайлавĕсене республикăри «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра, «Тăван Атăл» журналта та пичетлеççĕ. Пыра-киле хăйĕн валли псевдоним та шыраса тупрĕ: çуралса ỹснĕ ялĕн вырăсла ячĕ — Пинер. Халĕ ăна çак ятпа та лайăх пĕлеççĕ ентешсем.
Пурнăçра савăнăç-телейпе пĕрле хуйхи-суйхи, чир-чĕрĕ те тупăнать. Йывăр чирленĕ хыççăн çитмĕлтен иртнĕ арçыннăн операци сĕтелĕ çине выртма тиврĕ. Иккĕмĕш ушкăн инваличĕ халĕ хăй пек шăпаллă çынсен районти ушкăнĕнче тăрать. Çак организаци йĕркелекен спорт мероприятийĕсене те хастар хутшăнать. Кунта та шахматла выляс ăсталăхĕпе çамрăксене паллаштарать.
Владислав Олимпьевичăн София хĕрĕ тĕп хуламăрта хунав янă. Мăшăрĕпе тăватă ача çитĕнтереççĕ. Аслă мăнукĕ Андрей кукашшĕпе тахçанах пĕр чĕлхе тупнă. Тĕл пулмассерен иккĕшĕ шашка, шахмат вăййисенче кам вăйлăрах пулнине тĕрĕслесех тăраççĕ. Виçĕрешсем — Катя, Юля, Маша — кукашшĕне хăйсен вĕренỹри çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Яла килсен картишĕнчен кĕме пĕлмеççĕ. Ял пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ.
Туслăха хаклать педагогика ĕçĕн ветеранĕ — Кайрикас урамĕнче пурăнакан çамрăк мăшăрсем сумлă арçынна хăйсенчен хăвармаççĕ. Çу кунĕсенче волейболла выляма, хĕлле вара йĕлтĕрпе ярăнма чĕнеççĕ. Сывă пурнăç йĕркишĕн çирĕп тăрать ĕнерхи вĕрентекен.
Владислав Олимпьевич çулне кура мар çамрăк курăнать. Çăмăл автомашина рулĕ умĕнчен каймасть. Çула тухсан та пуçне ытарлă шухăшсем кĕрсен вĕсене машинине чарса блокнот çине çырса хурать. Тăван ен çинчен ырă сăвăсем пуçтарăнсах пыраççĕ. Тетрадь куллен хулăнланать. Тепĕр кĕнеке кăлармалăх та çитет.
София хĕрĕпе Иван кĕрỹшĕ: «Атте, операци хыççăн сана ялта пĕччен пурăнма йывăр. Эпир куллен çỹрейместпĕр. Хулана пурăнма куç», — тенине хапăл тусах йышăнчĕ вăл.
Чăннипех те сисет: çĕр ĕçĕпе аппаланма йывăрланчĕ. Çавăнпа хулара хваттер туянчĕ.
— Çулла тăван ялăмах таврăнăп, — ĕмĕтсемпе çунатланса кантăкран тинкерчĕ сумлă юбилейне кĕтсе илнĕ педагог, тавра пĕлỹçĕ, хисеплĕ атте, кукаçи, тете, шăллĕ.
Унччен те пулмарĕ, шăнкăрав сас пачĕ. Сăн ỹкерчĕксен альбомне айккине хурса алăка уçрĕ савăк кăмăллă Владислав.
— Атя, тумлан, килте лартмастпăр сана. Атăл хĕррине уçăлма каятпăр, — ăшă кулăпа пырса кĕчĕç пĕр варта выртнă арçын патне Тамарăпа Татьяна.
Аппăшĕпе йăмăкĕ — тухтăрсем. Вĕсем унăн сывлăхне тимлесех тăраççĕ.
— Пылпа чей ĕçĕпĕр те вĕçтерĕпĕр, — ăшшăн ыталарĕ çывăх çыннисене арçын.
Ватлăхра тимлĕхсĕр пуçне çынна тата мĕн кирлĕ?
В.СМИРНОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: В.Сазонов.

