Воскресенье, 12 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телефон тыткăнĕнче

Телефон тыткăнĕнче

«Москва слезам не верит» илемлĕ фильм сенкер экрансем çине тухнăранпа 46 çул çитрĕ. Унти пĕр кадрта, астăватăр пулĕ, телеоператор тепĕр 20 çултан тĕнчере тăтăш телевидени пуласси çинчен калать.

Унăн сăмахĕ 100 проценчĕпе чăнлăха çаврăнчĕ. Тахçанах тĕрлĕ йышши телевизорпа усă куратпăр, компьютерсен, смартфон, айфон телефонсен моделĕсем те çĕнелсех пыраççĕ. Малашне тата мĕн пулассине кĕтесси кăна юлать.

Çулла Шупашкарти пĕр учрежденире пулнă май, алла 2000 çулта тухнă «Как стать героем для своих детей» кĕнеке лекнĕччĕ. Унти асра юлнă пĕр шухăша вулакана та пĕлтересшĕн: шкулчченхи шăпăрлан 3 çул хушшинче колледжри студент тăватă çул аудиторире ларнинчен ытларах телевизор пăхать.

XXI ĕмĕре вирхĕнсе кĕнĕ çĕнĕ технологи революцийĕ пĕтĕмпех çитĕнекен ăру ăс-тăнĕ витĕр сăрхăнса тухать. Электронлă хатĕр-хĕтĕр вĕсемшĕн кислородран пĕлтерĕшлĕрех пулса тăчĕ. Урай варринчи тĕрлĕ тетте хушшине кĕсье телефонне хурсан упаленекен пепке хăшĕн патне аллине тăсĕ-ши? Хурав пĕрешкелтерех пулĕ.

Çуллахи вăхăтра ялти урамсенче карас телефонĕсĕр «ĕçлесе» пыракан ачана кураймăн. Хĕлле те сахаллăн мар. Елчĕкри культурăпа кану паркĕнче вăйлă юр тапхăрĕ пуçланиччен сывлăх сукмакне такăрлатакансем чылаййăнччĕ, анчах вĕсен йышĕнче пĕр шкул ачине те курма май килмен. Çу кунĕсенче паркра вĕсем нумаййăн-ха, тульккĕш тĕллевĕ урăх: сцена çинчи сĕтел хушшинче телефонсемпе ăшталанмалла. Пуçа, ăса минретекен çак япалан «чуралăхне» (тен, кавычкăна та илмелле мар.-ред) кĕрсе ỹкнĕскерсен унтан хаклă юлташ та çук. Харăсах хăлхалăхпа (наушник) усă курса пуç мимине тăнкăр-тăнкăр! тутарни те ырри марри патне илсе пыни паллă. Унашкаллисем çывăхрине, йĕри-таврарине курмаççĕ, вĕсен — хăйсен тĕнчи. Çавăнпа чăркăшлăх, аптăрав вăй илет. Вундеркинд пек курăнакан ачасем пĕтĕмĕшле хутшăнуран сивĕнсе пыраççĕ, ашшĕ-амăшĕпе калаçма та ерçеймеççĕ. Кăмăл-туйăмĕ сỹрĕк, сывлăхĕ хавшаклăха куçать, чун пушăлăхпа тулать.

Чăн та, телефон, Интернет танати çĕр çинчи миллионшар ачана хăйĕн авăрне илнĕ. Эпидеми ку!

Мошенниксем çула çитменнисене хăйсен «урапи» çине лартни те çĕнĕлĕх мар. Асăннă хатĕрсемпе усă курса ашшĕ-амăшĕн укçа енчĕкне пушатнă, унтан та хăрушши — террорла ĕçсем тума явăçтарнă тĕслĕхсем пайтах.

Тепĕр çивĕчлĕх пирки те сăмахлар. Усал шыçăна тĕпчекен Пĕтĕм тĕнчери агентство тата Сывлăх сыхлавĕн организацийĕ карас телефонĕпе усă курни çын организмĕнче усал шыçăна хускатма пултарнине чылай çул каялла йышăннă.

Электромагнит хумĕсем сывлăха сиен кỹрекен фактор пулни паллă. Пуç мимине кăна та мар — хăлхан шалти пайĕнче вырнаçнă нерв йĕркеленĕвĕсене, куç сетчаткине электромагнит хумĕпе куллен хускатсах тăрать — нумайăшĕ кун каçиччен çав телефонпа темиçешер сехет калаçать вĕт. Çакă организма йывăрлăх кỹрет.

Медиксем палăртнă тăрăх, сăмахлав хатĕрĕсем саракан хăватлă электрохум витĕмĕпе клеткăра улшăну пулса иртет. Вĕсен шухăшĕпе сиенĕн паллисем тỹрех сисчĕвлентермеççĕ, хăйсем пирки 15-20 çултан аса илтерме пултараççĕ. Эппин, ачасем те этемлĕх историйĕнче çитĕннисемпе танах радио тăтăшлăх диапазонĕллĕ электромагнит уйĕн сиенне лексе хăрушлăх пуррисен ушкăнне кĕреççĕ.

Карас телефонне кĕсьере чиксе çỹреме сĕнмеççĕ, ăна сумкăра, ỹт-пỹрен аяккарах тытмалла. Çывăрнă чухне телефона юнашар ан хурăр, вăл сахалтан та 1,7 метрта пулмалла.

Кама та пулин кỹрентерес тĕллевпе те мар, асăрханă-тăр: куçлăх тăхăнакан ачасен шучĕ çулсерен ỹсет. Вĕсен пысăк пайĕ кĕнеке пикенсех вуланипе мар, тĕрлĕ экрана пуçĕпех парăннипе çыхăннă.

Шкул ачин килти ĕçсене тума мĕн чухлĕ вăхăт юлать-ши? Вĕренỹ программин калăпăшне кура вăл çапларах пулмалла: 2-3-мĕш классенче 1,5 сехет, 4-5-мĕш классенче — 2 сехет, 6-8-мĕш классенче — 2,5 сехет, 9-11-мĕш классенче 3,5 сехет. Телефон тусĕсем асăннă нормăсене пăхăннине ĕненетĕр-и эсир? Сăвă та вĕренмелле пулсан тата…

Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çуралакан пепкесен йышĕ те чакмасть, мĕншĕн тесен пулас амăшĕсен йышĕнче халĕ ытларах çĕнĕ ĕмĕрте çут тĕнчене килнисем — çĕнĕ технологи хатĕрĕсемпе туллин усă куракансем.

Пĕтĕмлетес тенĕ шухăшăма çав ыйтупах вĕçлес килет: «Малашне тата мĕн пулассине кĕтесси кăна юлать».

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code