Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Харсăр хĕр ача

Харсăр хĕр ача

Пурнăçра час-часах çапла каланине илтме пулать: «Чăн-чăн талантсем ялсенчен тухаççĕ. Пысăк çитĕнĕве те вĕсемех тăваççĕ». Килĕшетĕп çак каларăшпа. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕрен-ши, пурнăç хакне лайăх туяççĕ ял ачисем. Кушкăри вăтам шкулта вĕренекен Анна Чайкина та çакăн йышшисенчен пĕри.

Сар хĕвел пайăркисене çĕр çине сапаланă евĕр Аня та хăйĕн пултарулăхĕпе пур çĕрте те палăрма ĕлкĕрет. Чайкинсен туслă çемйинче 3 тĕпренчĕк çитĕнет. Аслă ывăлĕ Артем шкултан вĕренсе тухсан малтан строительство техникумĕ пĕтернĕ, хальхи вăхăтра аграри университетĕнче куçăмсăр майпа пĕлỹ пухать. Ялта пурăнса ашшĕпе амăшĕн фермер хуçалăхĕнче вăй хурать. Аня 10 класра пĕлỹ пухать, кĕçĕн йăмăкĕ София 5-мĕш класа çỹрет.

Чайкинсен вăтам хĕрĕ вĕренỹре яланах малтисен ретĕнче. Спорт ăмăртăвĕсенче те Аня тăтăшах призлă вырăнсем йышăнать. Ытларах вăл чăваш тата вырăс литературипе кăсăкланать. Çулсерен районта иртекен олимпиадăсенче тĕрлĕ предметсемпе çĕнтерỹçĕ тата призерсен йышне кĕрет. 2024-2025 вĕренỹ çулĕнче регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе тата литературипе иртекен тупăшура та призер пулчĕ.

Пур предметпа та «пиллĕк» паллăсем кăна çивĕч ăслă Аньăн. Тĕрлĕ конкурс, конференци е олимпиада… Тунтикунсерен иртекен линейкăра час-часах Аньăна тав хучĕсем тухса илнине курма пулать: яланах 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсем.

Пушă вăхăчĕ çукпа пĕрех ылтăн алăллă чиперукăн. Тĕрлеме кăмăллать вăл, бисертан сулă е шăрçа пуçтарать, тĕрлĕ йышши хутсенчен хитре чечек çыххисем ăсталать. Хĕрĕн пархатарлă туртăмне ырлакан ашшĕпе амăшĕ те савăнать тĕпренчĕкĕшĕн.

10-мĕш класра тарăн пĕлỹ илекенскер — çирĕп те çивĕч кăмăллă хĕр. Умне лартнă тĕллевсенчен пĕр утăм та каялла чакмасть вăл. Яланах малалла, çỹлелле талпăнать.

Турă пĕр парсан пур енĕпе те пултарулăх валеçет. Аня Чайкина вара шăп çавăн пек хĕр ача.

А.ПОРТНОВА,
класс ертỹçи.

Сăн ỹкерчĕкре: Анна Чайкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code