Воскресенье, 12 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç паттăрне чыс та мухтав

Ĕç паттăрне чыс та мухтав

Александра Федоровна Кузьмина 1926 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралнă. 1947 çулта Чăваш ял хуçалăх институчĕн зоотехника факультетне пĕтернĕ хыççăн Тюмень облаçĕнче выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен зоотехникра тимленĕ. Кунта вăл виçĕ çул тăрăшнă хыççăн Елчĕк районĕнче ĕçленĕ. 1953 çулта Александра Федоровна Исемпел, Аслă Пăла Тимеш, Кушкă ялĕсене пĕрлештерсе тăракан Ворошилов ячĕллĕ колхоза ĕçлеме куçнă. Çак вăхăтра колхозра ĕне, сысна, сурăх тата чăх-чĕп фермисем пулнă, анчах та вĕсем тăкакĕсене те аран-аран саплаштарса пынă. А.Кузьмина тĕп зоотехник хăйĕн ĕçне тĕплĕн пĕлсе ертсе пыма тытăнать. Фермăсенче ĕçлеме çамрăк та хастар, пултаруллă колхозниксене явăçтарма тăрăшать. Пысăк хавхаланупа вăй хурать вăл хăйне шанса панă ĕçре. Ферма коллективĕсемпе пĕр чĕлхе тупса выльăх шутне, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ỹстерес тесе нумай тăрăшать. Кĕске вăхăтрах колхозри фермăсем пысăк тупăш пама тытăнаççĕ. 1976 çулччен тăрăшать Александра Федоровна тĕп зоотехникра. Ун хыççăн тата 20 çул выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе ĕçлекен бухгалтерта вăй хунă. 10 яла пĕрлештерсе тăракан «Победа» колхозра 1976 çул тĕлне 4063 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутран 1373 сăвăнакан ĕне, 7704 пуç сысна, 1571 пуç сурăх шутланнă.

Александра Федоровна ĕçленĕ вăхăтра «Победа» колхоз район тата республикăра малтисен шутĕнче пулнă, 1967 çулта Ленин орденĕ илме тивĕçнĕ. Çакăнта унăн тỹпи те пысăк. Вăл ĕçленĕ вăхăтра хуçалăхра ăратлă выльăх-чĕрлĕх ỹстерес, продукцисен тухăçлăхне, пахалăхне лайăхлатас, тăкаксене чакарас енĕпе пысăк ỹсĕмсем тунă.

«Ĕçне — кура хисепĕ», — теççĕ халăхра. Хастарлăхшăн А.Ф.Кузьмина пысăк ят-сума — çулсерен Мускаври ял хуçалăх выставкисене хутшăнса медальсене тивĕçнĕ, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» (1957), «РСФСР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» (1960) ятсемпе, Октябрьти Революци, икĕ хут Ленин орденĕсемпе чысланă. Унăн ятне Чăваш АССР (1967) тата Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăх кĕнекисене кĕртнĕ.

А.Ф.Кузьмина 2020 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна тăван ялĕнчи масара пытарнă.

Владимир ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code