Понедельник, 9 марта, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Амăшĕпе пепке — тимлĕхре

Амăшĕпе пепке — тимлĕхре

«Çемье» наци проекчĕ пулăшнипе Елчĕкри тĕп больницăри хĕрарăмсен консультацине тĕпрен çĕнетнĕ. Çак программа Чăваш Енре 2025 çул пуçламăшĕнчен ĕçлет. Ашшĕ-амăшне пур енлĕн пулăшас, амăшĕн сывлăхĕшĕн тăрăшас, çемье хаклăхĕсене çирĕплетес тата сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарас тĕллевлĕ наци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çул Елчĕкри тĕп больница çĕнĕ 56 оборудованипе пуянланнă (16 млн ытла тенкĕлĕх). Çакă округра пурăнакансене, уйрăмах пулас амăшĕсемпе пепкисене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă. Асăннă нацпроект шайĕнче пирĕн учрежденине хальхи йышши инструментсемпе гинекологи оборудованийĕсене, çĕнĕ сĕтел-пукан, сивĕтекен хатĕрсем, кольпоскопсем, пысăк пахалăхлă электрохирурги «ФОТЕК» аппарачĕ, çĕнĕ ăрури ультрасасăллă аппарат, пахалăхлă дефибрилляторсем, электрокардиографсем тата феталь мониторĕсем (урăхла каласан КТГ аппарачĕ — хĕрарăм консультацийĕ валли амăшĕпе пепкен сывлăхне сăнама май паракан медицина приборĕ) килнĕ. Çĕнĕ оборудовани тĕрĕсрех те хăвăрт диагностика тĕпчевĕсем ирттерме, улшăнусене вăхăтра тупса палăртма тата пулас амăшĕпе ачан сывлăхне сăнаса тăма май парать. Медицина аппаратурисемсĕр пуçне асăннă консультаци уйрăмĕ медицина докуменчĕсемпе ĕçлемелли нумай функциллĕ хатĕрсемпе пуянланнă. Çакă медицина карттисене тирпейлемелли тата пичетлемелли процеса хăвăртлатма май парать, справкăсем çырмалли тата пациентсен черетре кĕтес вăхăчĕсене кĕскетет, пулăшу пахалăхне ỹстерет.

— Хĕрарăм сывлăхне упрасси, улшăнусене вăхăтра палăртса пулас амăшĕсене вăхăтлă та пахалăхлă пулăшу парасси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Пирĕн уйрăма çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтерни пире чун-чĕререн савăнтарать. Вĕсем демографи лару-тăрăвĕ çине ырă витĕм кỹме, çураласлăха тата нумай ачаллă çемьесен йышне ỹстерме пулăшасса шанса тăратпăр, — палăртать Ирина Смирнова гинеколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code