Паянхи номерте «СВО паттăрĕ» рубрикăпа Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Петров (хушма ячĕ «Сокол») пирки çырса пĕлтерме тĕллев тытрăмăр. Вăл Тăван çĕршыва ятарлă çар операцийĕнче чăваш полкĕн йышĕнче хỹтĕлет, çар ретне мобилизаци йĕркипе 2022 çулхи октябрь уйăхĕнче тăнă.

Александр Николай Петровичпа Любовь Валерьяновна Петровсен 3 ачинчен чи кĕçĕнни. 1994 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче килнĕ вăл çут тĕнчене. Шкул хыççăн Саша çар ретне тăрса салтак тивĕçне Новосибирск хулинче пурнăçланă, разведчик пулнă. Хĕсметре 1 çулталăк тăнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă, ялти строительсен ушкăнĕн йышĕнче Мускав, Рязань, Пенза хулисенче строитель пулса ĕçленĕ.
— Мобилизаци йĕркипе çар ретне тăрсан чи малтанах Ульяновск хулинче хĕç-пăшалпа усă курма вĕрентрĕç, ун хыççăн пире Запорожье облаçне илсе çитерчĕç. Пирĕн полкăн тĕп тĕллевĕ — штурмлакан чаçсем тытса илнĕ территорипе объектсене неонацистсенчен хỹтĕлесси. Кунта эп стрелок тата пулеметчик. Яланах малти ретре. Хыçал рете вăхăт-вăхăт çăвăнма анчах тухса кĕретпĕр. Малалла куçса пынă май час-часах хỹтĕленỹ тата пытану пункчĕсем тума тивет, — каласа кăтартать Александр Николаевич. — Кĕске вăхăтра çĕре 2-3 метртан кая мар чавса пĕренесемпе çирĕплетсе дзот туса хурасси салтаксемшĕн хăнăхнă ĕç ĕнтĕ. Çак «крепость» дронсем сирпĕтекен хатĕрсенчен хỹтĕлет.
Паллах, çак 3 çул ытлахи тапхăрта çар çыннисен опычĕ куллен пухăнса пынă. Çавна май вăрçă йывăрлăхĕсене парăнтарма вĕренсе тата хăнăхса пыраççĕ вĕсем. Çак çĕр пỹртсенче хушма хỹтĕленỹ те йĕркелеççĕ çар çыннисем: хăйсен хушшинче: «Тилĕ шăтăкĕ», — теççĕ вĕсем ăна. Снарядсем ỹкме тытăнсан 2 метр тарăнăшĕнчен аяларах айккинелле кĕрсе каякан шăтăкпа анса çĕр хăвăлне пытанма май парать вăл.
Вăрçăра çапăçасси çемçе диван çинче ларасси мар. Кунта кашни утăмрах вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулаççĕ пирĕн салтаксем. Çумăрлă çанталăкра лачака çăрассине, çĕр пỹртсене шыв тулнăран нỹрлĕ çĕр çинех мĕнле те пулин хатĕр пăрахса çĕр каçассине, йĕпе-сапапа сивĕсенче типĕтме пулманран çийри нỹрлĕ япалапах çỹрессине, е хушăран апат анчах мар, пĕр тумлам шыв та тупса ĕçме çуккине… хăнăхнă вĕсем. Хурçăран та çирĕп вĕсем пирĕн салтаксем. Турă упраса тăтăрах вĕсене.
— Тăшман хамăрăн позицисем урлă ан ирттĕр тесе талăкĕпех сыхă пулмалла. Тимлĕхе пĕр çеккунтлăха та çухатма юрамасть. Пирĕн хĕç-пăшал çителĕклĕ. Хỹтĕленỹ тăрăхне миçе боец йышăннине пĕлес тĕллевпе неонацистсем пире çỹлтен сăнасах тăраççĕ. Çилсĕр çанталăкра уйрăмах йывăр — кун пек чухне дронсем пĕр чарăнми вĕçсе хăш вăхăтра граната, мина е урăх сирпĕнекен хатĕр пăрахсах тăраççĕ. Кунта, паллах, вăр-варлăх пулăшать. Вĕсем ỹкекен вырăнтан айккине сиксе окопа е ытти хỹтлĕхе пытанса ĕлкĕрмелле. Кунта эпир питĕ туслă, чи кирли — шанчăклăха мала хуни. Тăшман дронĕсем хăш енчен вĕçсе килнине асăрхаса вĕсене РЭБ аппарачĕпе е пăшалпа çапса антаратпăр. Пĕр-пĕрин патне информацине кĕске хушăра çитеретпĕр. Шанчăклăха мала хурса пĕр-пĕрин хушшинче чăвашла калаçатпăр. Çакă нумай инкекрен упрать: тăшман чăвашла ăнланса пире хирĕç план тăваймасть. Халĕ салтаксене РЭБ аппарачĕ, дрона радио-электрон мелĕпе анратаканскер, пысăк пулăшу панине хыпарлать Александр. Тылран ăна взвод валли округри тата республикăри ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсемпе юлташĕсем укçа пухса туянса панă. «Çак хатĕр чылай «кайăка» минретсе ỹкерме май парать, унăн çумĕнчи взрыв хатĕрĕ çурăлса кайса ĕлкĕреймесен эпир ун пеккисене хуçисене хирĕç ĕçлеме «вĕрентетпĕр» — хамăрăн программăна вырнаçтарса каялла вĕçтерсе яратпăр, хамăрăн задание пурнăçлама», — тет Александр.
Александр Петров шăпах ку енĕпе те специалист: РЭБ аппарачĕсене транспортра тата ытти вырăна вырнаçтараççĕ, çумра та çакса çỹреççĕ.
Салтаксене Елчĕк халăхĕпе пĕрле Улатăр тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ Александр Ербулатов предприниматель, республикăри прокуратура ветеранĕсем пысăк пулăшу панине те хыпарлать каччă. Çавăн пекех Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпа ялĕн чиркĕвĕн настоятельне Силуан Козлова пысăк тав сăмахĕ калать салтак. Хăй те темиçе хут çапăçу вырăнĕсене пырса кайнă, гуманитари пулăшăвне хăй пырайман вăхăтсенче те пуçтарса çын урлă салтаксем патне çитерессишĕн тимлет. Çавăн пекех Елчĕк халăхне, округри волонтерсене — Николай Сорокина, Леонид Георгиева, Юрий Кузнецова, Николай Муллина, Дмитрий Судакова, Сергей Краснова, Олег аттене тата ыттисене пурне те пысăк тав сăмахĕ калаççĕ çар çыннисем. Шкул ачисен çырăвĕсене те пысăк хавхаланупа вуланине, вĕсене чĕре çумĕнчех упранине пĕлтерет вăл.
Александр Петров хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн наградăсене те тивĕçнĕ. Жуков медалĕпе СВОна хутшăнакан, «Çарти паттăрлăхшăн» медальсен çумне нумаях пулмасть çĕнĕ награда хутшăннă — Штурмовик хĕресĕн паллипе чысланă.
Çĕршыв интересĕпе чысне хỹтĕлекен салтака пысăк тав. Çакăн пек паттăрсем пуртан Раççей çирĕп, унăн халăхĕ хỹтлĕхлĕ.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Александр Петров (сылтăмри) çар ретне пĕр кунта тăнă пĕр ял ачипе Иван Енкеевпа («Братишка» хушма ятлă) пĕрле.

